Паян Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Геннадьевич Артамонов пулчĕ. Ăна Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов тата унăн заместителĕ — райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев кĕтсе илчĕç.
Ĕçлĕ ушкăн «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхне çул тытрĕ. Кунта хальхи вăхăтра хĕрÿ тапхăр пырать — çураки. Сергей Геннадьевич хуçалăх пуçлăхĕпе Г.Ямуковпа калаçрĕ. Хуçалăхра техника паркне çĕнетсех тăраççĕ. Тин кăна-ха çĕрулми лартмалли Grimme агрегат туяннă. Геннадий Николаевич çак техника çинчен каласа парса унăн енĕсемпе паллаштарчĕ.
Уйра унта та кунта тĕрлĕ техника ĕçлет — урпа акаççĕ, кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ. Геннадий Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пĕрчĕллĕ çурхи культурăсене 700 гектар çинче акса хăварасшăн: 300 гектар çинче — «Лаурикка» элита сортлă урпа, 400 гектар çинче — «Ликамеро» сортлă тулă. Çĕрулмине /«Гала», «Жуковский», «Коломбо» сортсем\ 150 гектар çинче лартасшăн.
ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов хуçалăх ĕçченĕсемпе калаçрĕ, ĕç условийĕсемпе кăсăкланчĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕпе Д.Ивановпа тата унăн заместителĕпе — райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕпе Н.Николаевпа ĕçлĕ самантсене сÿтсе яврĕ. Сывпуллашнă май çуракине ăнăçлă тата кĕске вăхăтра вĕçлеме сунчĕ.
{gallery}albums/2021/20042021{/gallery}
И.ДАНИЛОВА.