Вăрмар район пуçлăхĕ Юрий Анатольевич ИВАНОВ:
«Раççей Президенчĕ В. Путин паян, апрелĕн 21-мĕшĕнче, Федераци Пухăвне черетлĕ Çырупа тухрĕ. Шучĕпе 17-мĕш пулчĕ вăл. Ытларах çĕршывăн шалти ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ вăл: сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика, экономика аталанăвĕ. Пĕтĕм тĕнче, çав шутра Раççей те, çĕнĕ, никам пĕлмен хăрушă инфекципе кĕрешĕве кĕчĕ. Эпидеми ÿссе пычĕ. Апла пулин те ытти çĕршывсемпе танлаштарсан Раççей гражданĕсем, патшалăхпа общество пĕрле пулса çемье, туслăх, ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене мала хунине кура йывăрлăхра çухалса кайманнине палăртрĕ В.Путин. Уйрăмах сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене, ученăйсене, йĕрке хуралĕн органĕсен, социаллă служба ĕçченĕсене, инфекципе кĕрешес ĕçре палăрнă кашни çынна тав турĕ. Кĕрешÿ халĕ те пырать. Кĕркунне валли коллективлă иммунитет пултăр тесессĕн Владимир Владимирович пурне те коронавирусран прививка тума чĕнсе каларĕ. Эпĕ те унăн сăмахĕсене тĕпе хурса Вăрмар район çыннисене коронавируса хирĕç прививка тума чĕнсе калатăп. Хама илес пулсассăн та прививкăн икĕ тапхăрĕ витĕр те ăнăçлă тухнă. Прививкăна Вăрмар район больницинче февраль уйăхĕнчех тутартăм.
Раççей Президенчĕ Çырура çирĕп задача палăртрĕ - 2030 çул тĕлне граждансен вăтам пурнăç тăршшĕне 78 çула çитересси. Çак тĕллевпе граждансен, ачасен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли пĕлтерĕшлĕ социаллă пулăшу мерисене палăртрĕ. Вĕсен шутĕнче ачасене кану лагерĕсенче канмалли путевкăсен çур хакне каялла тавăрса парасси, пĕтĕм шкул ачисене, çав шутра кăçал пĕрремĕш класа каякансене, 10 пин тенкĕлĕх пĕр хутченхи тÿлевпе тивĕçтересси, ачасене пĕччен ÿстерекенсене, ача кĕтекенсене социаллă пулăшу кÿресси тата ытти çăмăллăхсем пирки каларĕ Владимир Владимирович.
Çырура палăртнă тĕллевсене паян кашни çемьерех сÿтсе яваççĕ пулĕ тетĕп, мĕншĕн тесен кунта палăртнă çĕнĕлĕхсем кашнинех тÿрремĕнех пырса тивеççĕ».
Г.Боредский, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ:
«Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче çĕршывăн шалти ыйтăвĕсене татса парассипе еплерех ĕçсем туса ирттермелли пирки пулчĕ. Кунта чи малтанах экономика аталанăвне тĕрев парассипе тата социаллă пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырассипе çыхăннă ыйтусем малти вырăна тухса тăраççĕ.
Эпĕ Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕнче чылай çул вăй хунă май, РФ Президенчĕ В.Путин хăйĕн Çырăвĕнче ачасен вĕренĕвĕпе канăвне пысăк тимлĕх уйăрни çинчен палăртса хăварни мана савăнтарчĕ. Палăртма кăмăллă, Владимир Владимирович Раççей ачисенчен 60 проценчĕ бюджет мелĕпе аслă вĕренÿ заведенийĕсене кăçалтан пĕлÿ пухма кĕме пултарĕ тесе çирĕплетрĕ хăйĕн Çырăвĕнче. Çитес çултан вара аслă вĕренÿ заведенийĕсенче тата 45 пин бюджет вырăнĕ йĕркелеме палăртнă, вĕсенчен 70 процентне регионсенчи институтсемпе университетсенче уçĕç. Ку вара ялсенчи ачасемшĕн те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн те курăмлă пулăшу. Ачасен сывлăхне çирĕплетессипе уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртать В.Путин хăйĕн Çырăвĕнче. Ку енĕпе Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕ тĕллевлĕн ĕçлет. Сăмахран, вĕренÿ çулĕ вĕçленсен кашни çулах шкул çумĕнче ачасен ĕçпе кану лагере йĕркелетпĕр. Кунта кашни çулах çирĕмшер ача хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех районта ачасен сывлăхне çирĕплетмешкĕн «Романтика» лагерь те çуллахи вăхăтра ĕçлет. Тĕрлĕ çулсенче районта, республикăра иртнĕ ăслăлăх олимпиадисенче, спорт мероприятийĕсенче шкул ачисем пĕрре кăна мар призлă вырăнсем çĕнсе илнĕ. Пирĕн шкулта çамрăк пограничниксен юхăмĕ аталанса пырать. Вĕсене патриотизмла воспитани парассипе кунти вĕрентекенсем пур енлĕн тăрăшаççĕ».
О.Волков, Вăрмар район больницин тĕп врачĕ:
«Паян, апрелĕн 21-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне черетлĕ Çырупа тухрĕ. Хăйĕн сăмахне пуçланă май вăл коронавирус инфекцийĕ пирки анлăн чарăнса тăни питĕ тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Иртнĕ çул пĕтĕм тĕнчен, çавăн пекех пирĕн çĕршывăн та, çак хăрушă инфекципе куçа-куçăн тĕл пулса пысăк йывăрлăхсемпе кĕрешме тиврĕ. Çакăн пирки каланă май Владимир Владимирович коронавируспа кĕрешсе пурнăçланă мерăсене асăнса хăварчĕ. «Пурте пĕр чăмăра пухăнса эпир çак чир сарăлассине тытса чармалли условисем йĕркелеме, медицина ĕçченĕсемпе граждансене хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерме пултартăмăр. Коронавируспа чирленисене йышăнма стационарсенчи койкăсен шутне пилĕк хут ытла ÿстертĕмĕр», — терĕ вăл. Çĕршывра пурăнакансене, мĕнпур медицина ĕçченĕсене йывăрлăхсене парăнманшăн чĕререн тав турĕ.
Эпĕ, медицина ĕçченĕ пулнă май, коронавируса хирĕç кĕрешес ĕçре тĕп вырăнта вакцинаци пулнине палăртасшăн. Президент та çакăн пирки уйрăммăн каларĕ, хальхи вăхăтра Раççей ученăйĕсем коронавирусран шанчăклă виçĕ тĕрлĕ вакцина шутласа кăларнине пĕлтерчĕ. «Эпир коронавируса çĕнтереймен-ха, вăл халĕ те пирĕн ума хăрушлăх кăларса тăратать... Тархасшăн, Раççей гражданĕсене тепĕр хутчен чĕнсе калатăп: прививка тутарăр. Çапла тусан кăна эпир пирĕн пурнăçшăн хăрушă эпидемин çулне пÿлсе лартма пултарăпăр», — Владимир Владимировичăн çак сăмахĕсем пирĕнтен кашнинех пырса тивеççĕ.
Эпĕ те хам енчен Вăрмар районĕнче пурăнакансене коронавирусран прививка тутарма чĕнсе калатăп. Ăна 18 çултан аслăраххисене тÿлевсĕр тата çынсен хăйсен ирĕкĕпе тăваççĕ. Вакцинаци ирттерес йĕркепе килĕшÿллĕн прививка умĕн терапевт патне консультацине каймалла. Вăл тĕрĕсленĕ хыççăн прививка тума юранипе юраманни пирки йышăну тăвĕ.
Вакцинаци тутарас тесен «хĕрÿ лини» телефонĕ çине 122 номерпе е район больницине 8 /83544\ 2-15-03 номерпе шăнкăравласа, унсăр пуçне Патшалăхăн пĕрлехи порталĕ урлă çырăнма пулать. Прививкăна çак адреспа тăваççĕ: Вăрмар поселокĕ, Ленин урамĕ, 22Г çурт, 2-мĕш кабинет.