Владимир Анатольевич ИВАНОВ, хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ:
«РФ Федераллă Пухăвне янă Çырăвĕнче Раççей Президенчĕ В.Путин ытларах сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтри çĕршывăн пĕтĕмĕшле лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Кăçалхи Çыру ытти çулсенчипе танлаштарсан чылай уйрăлса тăрать ман шутпа. Çăмăл мар условисенче йĕркеленнĕ çĕршывăн шалти политикине яр уççăнах кăтартать вăл. Эпидеми пирĕн пурнăçри кашни сферăна пырса тиврĕ, улшăну кĕртрĕ, пурнăçри хаклăхсене çĕнĕрен пăхма хистерĕ. Апла пулин те чи малти вырăнта — граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, вĕсен тупăш шайне ÿстересси. Çынсен пурнăç шайне хăпартасси çине пысăк тимлĕх уйăрнисĕр пуçне, Владимир Владимирович вак тата вăтам бизнеса пулăшмалли, аталанмалли мерăсем çинче тĕплĕ чарăна тăчĕ. Çакă пире малалла хавхалануллăрах ĕçлеме хистет».
И.Яковлева, виçĕ ача амăшĕ, Вăрмар поселокĕ:
«РФ Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕпе тимлĕн паллашрăм. Эпир, нумай ачаллă амăшĕсем, Президент мĕн калать-ха тесе кашнинчех чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, мĕншĕн тесен пĕлетпĕр — хăйĕн сăмахĕнче вăл çемье, ачалăх ыйтăвĕсене хускатмасăр хăвармасть. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Пирĕн çемьере виçĕ ача, вĕсенчен иккĕшĕ шкулта вĕренеççĕ, çавăнпа та Владимир Владимирович ачасене шкула кайма хатĕрлеме 10-шар пин пама йышăнни питĕ пысăк пулăшу тесе шутлатăп. Тавах ăна çемье проблемисене нихăçан та куçран вĕçертменшĕн. Ачасене пĕччен çитĕнтерекенсене укçа-тенкĕпе пулăшни те, «Амăшĕн капиталĕ» программăна малалла тăсни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ача ÿстересси çăмăл мар, патшалăх пулăшăвĕ вара ашшĕ-амăшĕсене малашлăхалла ырă шанчăкпа пăхма май парать».