«Инкек куçа курăнса килмест», - текен ваттисен каларăшĕ паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах пушар ăçтан тата хăш вăхăтра тухассине чылай чухне пĕлме те çук. Çуркунне хĕвел хытă хĕртсе пынăран пĕтĕм тавралăх чĕрĕлсе тăрать. Урамсем, çырма-çатрасем, уйсем те типсе пыраççĕ, çавна май ку е вăл территорие тасалăх, тирпейлĕх кĕртессипе ĕçсем пуçланаççĕ. Кун пек чухне чылайăшĕ пухнă çÿп-çапа çунтарма тытăнать. Уйсенче вара унчченхи çулсенчи хыт-хурана, типĕ курăка та чĕртсе яракансем пур. Çакă вара хăрушă инкеке çаврăнма пултарать. Эппин, кашни çемьери çыннăн çакна пĕлсе тăмалла: килти сад-пахчари типĕ курăксене е тĕрлĕрен çÿп-çапа çунтарма ан васкăр, ăна çĕр айне чавса хума е пĕр çĕре тирпейлĕн купалама пулать. Каннă вырăнта кăвайт чĕртнĕ пулсан ăна сÿнтерсе хăварма ан манăр. Çавăн пекех пирус тĕпне е çунса пĕтмен шăрпăка сÿнтермесĕр аяккалла ывăтса яни те пушар хăрушлăхĕ пулса тăрать. Кĕленчесене хĕвел ытла та хĕртекен вырăна пăрахни типĕ курăксене тивертсе яма пултарнине манмалла мар, çиллĕ çанталăкра типĕ курăксене тивертсе ан ярăр е çунма тытăннисене сÿнтермесĕр пăрахса ан хăварăр. Йывăç çуртсем çумĕнче çÿп-çап купи туса ан çунтарăр, ачасене те кăвайт тумалла марри çинчен асăрхаттарсах тăрăр. Енчен те эсир курăк çуннине куртăр пулсан ăна сÿнтерме васкăр, пĕччен çак ĕçе тума май килменнине туйсан сотовăй телефонпа çăлав службине 112 номерпе шăнкăравласа пушар ăçта тухнине тата унта мĕнлерех çитмеллине пĕлтерĕр.
Кăçал çак вăхăт тĕлне пирĕн республикăра типĕ курăк çунтарнине пула 81 пушар тухнине палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра ку енĕпе лару-тăру çивĕчленме пултарнине каларĕ. Иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Мăнтăр, Тупах, Пинер ялĕсен çумĕнчи уйсенче типĕ курăка çунтарнине палăртнă. Пушар машинисем васкавлăн çитсе ĕлкĕрнине пула ăна вăхăтра сÿнтернĕ. Хыт-хура ярса илнĕ усăсăр выртакан çĕрсене хуçисен сухаласа акмаллине, енчен те çак ĕçсене пурнăçламасан вĕсене саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттармаллине асăрхаттарсах каларĕ Дмитрий Геннадьевич. Çавăнпа та районта пурăнакансен пурин те пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла. «Сыхланакана Турă сыхлать», - тенĕ ватăсем. Çавăнпа та яланах сыхă пулăр.
З.ПАВЛОВА.