Галина Васильевна АЛЕКСЕЕВА, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн депутачĕ:
«Раççей Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче çамрăксене аталанма пулăшас тĕлĕшпе пысăк тимлĕх уйăрать. Çав шутра — 2024 çул вĕçĕччен 1,3 пинрен кая мар çĕнĕ шкул тăвасси. Тăватă çулта 16 пинрен кая мар çĕнĕ шкул атвобусĕ туянмалла. Президент çавăн пекех çитес икĕ çулта вузсенче çамрăксем валли тÿлевсĕр 45 пин бюджет вырăнĕ уçассине çирĕплетнĕ: «Аслă пĕлÿ илмелли çавăн пек анлă майсем урăх пĕр çĕршывра та çук». Шкулта лайăх вĕренекен ял ачисемшĕн, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн çакă пысăк пулăшу тесе шутлатăп. Çырура граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтермелли тĕллевлĕ мерăсем йышăннине пĕлтерчĕ. Çав шутра ачине пĕччен çитĕнтерекен амăшне е ашшĕне пулăшасси. Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çавнашкал çемьесенче çитĕнекен 8-16 çулсенчи ачасемшĕн 5650 тенкĕ пособи тÿлеме пуçлĕç. Çавăн пекех ача çуратма хатĕрленекен, укçа-тенкĕ енĕпе йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене те пособипе пулăшĕç».
В.Александров, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ:
«Раççей Президенчĕн В.Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕ яланхиллех анлă пулчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл социаллă-экономикăллă ыйтусене пысăк тимлĕх уйăрчĕ, çавăн пекех çĕршыва хирĕçле провокацисене тивĕçлĕ хурав пуласса шантарчĕ, covid-19 пандемипе çыхăннă проблемăсене палăртрĕ. Çырăва курăмлă задачăран — нумай ачаллă, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесене пулăшу кÿмелли çинчен пуçлани питĕ тĕрĕс тесе шутлатăп. Шăпах та «çемье» сăмах Çырура тĕп вырăнта. Унсăр пуçне нумай вăхăта тăсăлакан инвестици проекчĕсем çинче никĕсленнĕ экономика аталанăвĕ пирки калани те ман шутпа çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ. Урăхла каласан, Çырура çĕршывăн шалти аталанăвне, халăхăн интересĕсемпе хаклăхĕсене малти вырăна хунă».