Апрелĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршывĕпех Пĕтĕм Раççейри халăх субботникĕ иртет. Вăрмар районĕ те çак акцие активлă хутшăнма кăмăл турĕ. Вăрмар район администрацийĕн кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи «Вăрмар районĕнче 2021 çулта халăх пурăнакан вырăнсенче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, санитарипе экологи субботникĕсем ирттерессипе икĕ уйăхлăх мероприятисем йĕркелесси» 329 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ятарласа комисси йĕркеленĕ. Вăрмар район администрацийĕн, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн, предприяти-организаци ĕçченĕсем поселокри тирпей-илемшĕн туслă ĕçлерĕç. Çак кун Вăрмар поселокĕнче Ленин урамне, тĕп площаде, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул, «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн территорийĕсене, Вăрмарти культурăпа кану паркне хăтлăх кĕртеççĕ. Кам кĕреплепе, кам кĕреçепе, виççĕмĕшĕпе тăваттăмĕшĕ карçынккапа — пурте пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса территорие тасатрĕç. Ăпăр-тапăра, пĕлтĕрхи çулçăсене контейнерсене тултарса пычĕç.
Субботник ирттересси — ку вăл çынсене пĕрлештерекен ырă йăла, тăван тăрăх тасалăхĕшĕн, илемлĕхĕшĕн, çутçанталăкшăн усăллă ĕç пурнăçласси. Çуркунне пĕтĕм тĕнче вăранать. Тасалăхра вара вăл тата та пуянрах, илемлĕрех курăнать.
{gallery}albums/2021/24042021{/gallery}
Э.МИХАЙЛОВА.