Н.Николаев, Вăрмар район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ:

«Пирĕнтен кашниех хăй пурăнакан, хăй ĕçлекен вырăна лайăхрах, тасарах, хăтлăрах тума ăнтăлать. Субботник вара çак тĕллеве пурнăçлама пулăшать. Унсăр пуçне коллектива, пĕрле ĕçлекен çынсене пĕр чăмăра, пĕр çемьене пухать. Çамрăксем аслисен хавхаланăвне кура тата тăрăшуллăрах ĕçлеççĕ, пурте субботнике уяв вырăннех хураççĕ. Чăннипех те уяв вăл — ĕç уявĕ. Çакăн пек кунсенче ăнланса илетпĕр: пурте пĕрле чухне эпир — вăй, кирек мĕнле задачăна та пурнăçлама пултаратпăр».

А.Краснов, Вăрмар район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ:

«Субботник — коллектив кăмăл-туйăмне çĕклемелли, çынсене пĕрлештермелли чи лайăх мел. Çакăн пек мероприятисем пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнăва çирĕплетме, ĕçленĕ хушăрах туслă лару-тăрура тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явма пулăшаççĕ. Пурте пĕрле ырă тĕллевпе тăрăшни çав тери аван йăла. Уçă сывлăшра ĕçлени, хусканусем туни вара сывлăхшăн та усăллă. Çанталăкĕ те паян питĕ лайăх тăрать, урамра ăшă, уçă, типĕ. Субботник ирттермелли питĕ лайăх кун».

Л.Родзянова, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ:

«Маншăн субботник çуркунне пуçламăшĕпе çыхăннă. Эпĕ çапла туятăп: юр ирĕлсен, сывлăш температури хăпарсан мар, шăпах та субботник хыççăн — йĕри-тавра тасатсан, урамра тирпей-илем кĕртсен, кил-çурта çуса тухсан — çуркунне çитет. Субботник хыççăн поселок, ял-хула сăн-сăпачĕ улшăнсах каять, хĕвел те кăмăллăрах пăхнă пек туйăнать, сывлăшĕ те тасарах».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика