Кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ. Çавна май çыруçăсем районти кашни ялти çемьесем патне çитсе килеççĕ. Вĕсем çын каланине планшетпа çырса илеççĕ. Иртнĕ кунсенче Чупай ял тăрăхĕпе ĕçлекен А.Петрова çыруçă асăннă ялти Мир урамĕнчи кил хуçалăхĕсене çитсе ыйтăм ирттерчĕ. Сăмахран, З.Павлова çемйи ăна хаваспах йышăнчĕ, кашни ыйтăвне тĕплĕн хурав пачĕ.