2005-мĕш çултанпа кашни çулах ноябрĕн 4-мĕшĕнче çĕршывра Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă тăватпăр. Ку уява Раççейри паллă пулăмпа – 1612 çулта Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнипе тата Турă Амăшĕн Казански Турăшĕн кунĕпе çыхăнтарнă. Пĕрремĕш хут çак уява 2005 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче уявланă. 1612 çулта Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă халăх ополченийĕ Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнă. Историре çак уяв Раççейре 17 ĕмĕрте Пăтранчăклă вăхăт вĕçленнипе çыхăннă. Пăтранчăклă вăхăт 1584 çулта Хаяр Иван патша вилнĕ вăхăтран пуçласа 1613 çул таранччен, вырăс престолне Романовсен династийĕн пĕрремĕш представителĕ йышăниччен пынă.