Луиза Ивановна КИРИЛЛОВА, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ, обществознани вĕрентекенĕ: «Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ — питĕ пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ уяв. Вăл пире кирек епле йывăр вăхăтра та пирĕн çĕршыва халăх пĕрлĕхĕ çăлса хăварнине аса илтерет. Халăх пĕрле пулни — Раççейĕн тĕп тĕрекĕ. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ — пурне те пĕрлештерекен уяв, вăл пире вăйлă, ăслă-тăнлă пулма хистет. 2005-мĕш çултан пуçласа кашни çулах ноябрĕн 4-мĕшĕнче паллă тăватпăр çак куна. Пĕрле пурнăçлакан ĕç халăха пĕрлештерет. Пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланма тăрăшса, пулăшса пырса тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесен кăна çитĕнÿ тума пулать. Пирĕн республикăра нумай нациллĕ халăх мĕн авалтан килĕштерсе пурăнать, туслăхпа ырă кÿршĕлĕх çыхăнăвĕсене шанчăклăн çирĕплетет. Чăваш Енре 128 наци тата халăх пурăнать. Тĕрлĕ наци çыннипе тĕрлĕ тĕн представителĕ хушшинчи çавнашкал лайăх та çураçуллă хутшăнусем культурăпа авалхи историрен йăл илеççĕ».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика