Ноябрĕн 4-мĕшĕнче пĕтĕм Раççейĕпех чăн-чăн патриотсен уявне — Халăх пĕрлĕхĕн кунне — паллă тăватпăр. 400 ытла çул каялла Дмитрий Пожарский кнеç тата Козьма Минин староста ертсе пынă халăх ополченийĕ, Турамăшĕн Хусанти турăшĕн хÿтлĕхĕпе, Мускав хулине Польша захватчикĕсенчен хăтарнă. Пирĕн аслă çĕршывăмăрта пурăнакансен национальноçĕ, тĕнĕ, статусĕ, пурнăç курăмĕ тĕрлĕрен пулнине пăхмасăрах çак историллĕ дата вĕсен пĕрлĕхĕн символĕ пулса тăнă. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ кашни çынна эпир пурте Раççей гражданинĕсем пулнине аса илтерет. Раççей патшалăхĕн вăйĕ — пирĕн пĕрлĕхре, пĕршухăшлăхра, тачă çыхăнура.

Н.ЧЕРНОВ, Шăхаль ялĕ: «Тавах Турра, манăн тăвансем нумай. Вĕсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче кăна мар, ытти çĕршывсенче те пурăнаççĕ. Тăвансем, тус-юлташсем хушшинче тĕрлĕ наци çыннисем пур. Эпир пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытатпăр, кашни уявпах пĕр-пĕрне саламлатпăр, çав шутра Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе те. Çак уяв нумай нациллĕ çĕршывăмăрăн гражданĕсен пĕрлĕхĕпе пĕршухăшлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартать. Пирĕн пурин те çемьере, обществăра килĕшÿре пурăнмалла, аслă ăру çыннисене, урăх наци халăхĕсене, вĕсен йăли-йĕркисене хисеплемелле».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика