Паян, декабрĕн 23-мĕшĕнче, РФ Президенчĕ Владимир Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Вăл Мускавра Манежра иртрĕ. Чăваш Енрен унта хутшăнма икĕ çын аккредитациленнĕ. Вĕсем – Наци телерадиокомпанийĕн ĕçченĕсем: директорăн информаци политики енĕпе ĕçлекен заместителĕ Вадим Муравьев тата Юрий Марков телеоператор.
Пресс-конференцине 507 çын хутшăннă. Коронавируса пула унта хутшăнакансен йышне ытти çулхинчен сахалрах тума тивнĕ.
Владимир Владимирович журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май çынсен вăтам пурнăç тăршшĕ чакнипе пăшăрханнине палăртать. Пĕлтĕр 71,5 çул пулнă пулсан, кăçал — 70,1. Ку вăл коронавирус пандемийĕпе çыхăннă кăтарту. Вилекенсен йышĕ те ÿсни палăрать. Çавна май демографи ыйтăвĕ çивĕчленет. 146 миллион çын пирĕн çĕршывшăн сахал пулнине, экономика тĕлĕшĕнчен ĕçлекен алăсем те çитменнине палăртрĕ В.Путин. 146 миллион çынран 81 миллионĕ ĕçлеме пултаракан ÿсĕмре. Çак кăтартăва 2024, 2030 çулсем валли самаях ÿстермеллине каларĕ Президент. Çавна май çынсен пурнăç тăршшĕне, пахалăхне ÿстермелли мерăсем йышăнаса шанатпăр.
Э.МИХАЙЛОВА.