Д.ИВАНОВ, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ: «Тин кăна-ха Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне хăйĕн Çырăвĕпе пĕрремĕш хут тухнăччĕ, унтанпа çулталăк та иртсе кайрĕ. Акă паян Олег Алексеевич ЧР Патшалăх Канашне янă черетлĕ Çырупа паллашрăмăр. Вăхăт питĕ хăвăрт иртнине çирĕплетет çакă. Çавăнпа район, республика, çĕршыв аталанăвĕшĕн кашни кунпа, кашни сехетпе тухăçлă усă курмалла. Хăйĕн сăмахне пуçланă май, ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев иртнĕ çул мĕнле ĕçсем пурнăçланине пĕтĕмлететпĕр, пуласлăх тĕллевĕсене палăртатпăр терĕ. Иртсе кайнă çулта вара чăннипех те сахал мар ĕçленĕ. 2021 çула эпир Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе паллă турăмăр. Олег Алексеевич çак тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Пирĕн районта та ĕç паттăрĕсене халалласа, вĕсем яланлăхах çынсен асĕнче юлччăр тесе эпир Вăрмар хула, ял тăрăхĕсенче пуринче те пĕлтерĕшлĕ мероприятисем пурнăçларăмăр, унта ачасене те, аслисене те активлă явăçтартăмăр. Тĕслĕхрен, Энĕшпуç ялĕнче стела уçрăмăр. Кăçал та, Мухтавлă ентешсен çулталăкне паллă тунă май, палăртнă çул-йĕртен пăрăнмăпăр. Тăван еншĕн тăрăшнă, ăна чапа кăларнă çынсен ячĕсем, вĕсен ĕçĕсем нихăçан та ан манăçчăр».
Л. АГЕЕВА, Вăрмар районĕнчи культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Республика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртрĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Çырура региона аталантарас çул-йĕре палăртнă, пурнăçа кĕртнĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене уçăмлатнă. Паллах, культура сферин ыйтăвĕсене те хускатнă. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, «Пушкин картти» проекта пурнăçлассипе республика çĕршыври ытти регионсем хушшинче лидерсен шутĕнче. Вăрмар районĕнче те çак проекта активлă пурнăçлатпăр. Проект шайĕнче пирĕн пата республикăран тăтăшах артистсем килеççĕ, шкул ачисене спектакльсем лартса параççĕ. Çапла ачасем культурăна явăçаççĕ, ăс-хакăл енчен аталанаççĕ, хăйсен ăс-тăнне, пĕлĕвне ÿстереççĕ».
Н.ИВАНОВА, Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ: «Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Çырупа тухнă май республика Пуçлăхĕ О.Николаев çулсеренхи пекех кăçал та вĕрентÿ сферине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Регионта çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем тăвасси, çавăн пекех тĕпрен юсасси хальхи вăхăтра приоритетлă задачăсен шутĕнче. Малашне те çаплах пуласса палăртрĕ Олег Алексеевич. Кивелсе юрăхсăра тухма пуçланă шкулсене тĕпрен юсамалли, кирлĕ пулсан çĕнĕ корпуссем хăпартмалли пирки каларĕ. Списокра Арапуçĕнчи шкул пулни çак ялта пурăнакансене малашлăхалла шанăçпа пăхма май парать. Çамрăксен политикин аталанăвĕ пирки те сăмах пулчĕ. Ку енĕпе районта та тăрăшса ĕçлетпĕр. Волонтерсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăрас пулсан, кашни вĕрентÿ учрежденийĕ çумĕнчех çамрăк волонтерсем, шкул ачисем, ĕçлеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене пулăшаççĕ. Ку вăл питĕ кирлĕ ĕç, вĕренекенсенче патриотлăх туйăмне аталантарать, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшать».
И.ЯКОВЛЕВА, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев ЧР Патшалăх Канашне черетлĕ Çырăвĕпе тухрĕ. Ăна эпир кашни çулах тимлĕн итлетпĕр. Çак хаклă документ республикăра пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетет, тăван ен ырлăхĕшĕн малашне тата тăрăшуллăрах вăй хума хавхалану кÿрет. Тăван ен тăнăçлăхĕ, аталанăвĕ вара чи малтан эпир хамăр тăван чĕлхене, йăли-йĕркисене мĕнле упранинчен килет. Олег Алексеевич та çакна палăртса каларĕ. Эпир чăваш халăх культурин йăли-йĕркисемпе те, республикăра пурăнакан ытти халăхсен культурипе те мăнаçланнине каларĕ. Чăваш Ен «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проекта хутшăнассине пурте пĕлетпĕр. Олег Николаев çак проект çĕршывра пурăнакан халăхсен туслăхне татах та çирĕплетессе палăртрĕ. Халăхсем туслă пулни вара, пурте пĕр тĕллевпе ĕçлени, каламасăрах паллă, — аталану çул-йĕрĕн пĕлтерĕшлĕ те курăмлă енĕ».