Раççейре омикрон штамм хăвăрт аталаннине тĕрлĕ çăлкуçсем пĕлтерсех тăраççĕ. Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та те ку енĕпе лару-тăру çăмăл мар. Иртнĕ кунсенче республикăри больницăсенче коронавируспа чирленисене больницăна вырттарасси ÿссех пынине палăртаççĕ телерадиовещани передачисем урлă. Амбулатори мелĕпе сипленессин проценчĕ те чылай ÿснĕ. Чирлес лару-тăру çивĕчленсе пынине шута илсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ О.Николаев предприяти-организацисенче, учрежденисенче вăй хуракансен ĕçне, канашлусене дистанци мелĕпе йĕркелеме сĕннĕ. Массăллă мероприятисене те ирттерме чарнă. Çавăн пекех Чăваш Республикинчи Тĕп санитари врачĕн 2022 çулхи январĕн 28-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ республикăри медицина организацийĕсен ĕçне январĕн 31-мĕшĕнчен тытăнса ятарлă хушу кăлариччен вăхăтлăха чарма хушнă. Çакна çĕнĕ коронавирус чирне хирĕç кĕрешес тĕллевпе тата «Омикрон» штамм хăвăрт сарăлма тытăннине чарса лартас тесе сăлтавланă. Пур профилактикăлла тĕрĕслевсене, диспансеризацисене вăхăтлăха ирттерме чарăннă.
Прививка туни коронавирусран сыхланмалли чи лайăх мел шутланать. Çакна та асра тытмалла вакцинаци тăвиччен те, тусан та профилактика мерисене пăхăнмалла, çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче хÿтĕлев маскисене тăхăнмалла, дезинфекци тумалли шĕвексемпе усă курмалла, социаллă дистанцие пăхăнмалла
Çирĕп организма чир-чĕр часах çыпăçаймасть, çавăнпа та çителĕклĕ таран çывăрмалла, сиенлĕ йăласене пăрахмалла, канма та пĕлмелле. Харпăр хăй сывалăхне упрама вĕренмелле. Йĕри-таврара чир-чĕр алхаснă вăхăтра тухтăрсен сĕнĕвĕсене шута илни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Н.ВАСИЛЬЕВА, районти тĕп больницăн пĕтĕмĕшле практика врачĕ.