Психологсемпе геронтологсем палăртнă тăрăх, хăйсен пурнăçне усăллă та интереслĕ ĕçпе çыхăнтарнă çынсем тулли пурнăçпа тата ытларах пурăнаççĕ. Паянхи кун çакăн пек ĕçсенчен пĕри ку вăл волонтерсен юхăмĕ. Çамрăксемпе пĕрлех аслă ÿсĕмрисем те хутшăнаççĕ çак ĕçе. «Патшалăхăн тата обществăн пĕлтерĕшлĕ задачисен шутне аслă ăрăва хастарлă вăрăм ĕмĕрлĕ пулма условисем туса парасси, сывлăхне лайăх шайра тытса тăрассипе упраса хăварасси, ăна общество тата волонтерлăх ĕç-хĕлне хутшăнтарасси кĕрет. Çак тĕллевпе социаллă тивĕçтерÿ центрĕсен никĕсĕ çинче тĕрлĕ проектсем пурнăçланаççĕ», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев кăçалхи Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. «Кĕмĕл волонтерсем» тетпĕр аслă ÿсĕмри волонтерсене. Вăрмар районĕнче те пур вĕсем. Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен центр çумĕнче «Кĕмĕл активистсем» ятпа социаллă проект пурнăçланать. «Кĕмĕл активистсем» çамрăксене хăйсен пурнăçĕнчи пуян опычĕпе паллаштараççĕ, çав вăхăтрах хăйсем те çамрăксенчен çĕннине вĕренеççĕ. Волонтерсем районта иртекен культурăлла мероприятисене хутшăнаççĕ, ватă çынсен пурнăçне илемлĕрех тума пулăшаççĕ. Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр çумĕнче кĕмĕл волонтерсен пĕрлешĕвĕ 2018 çулта йĕркеленнĕ. Унăн ĕçне комплекслă центрăн васкавлă социаллă пулăшу уйрăмĕн заведующийĕ Надежда Владимировна Скворцова тата Алина Евгеньевна Иванова социаллă ĕçчен тăрăшуллăн йĕркелесе тăраççĕ. Паянхи кун кунта тăватă волонтер. Вĕсен шутĕнче Вăрмар поселокĕнче пурăнакан 72 çулхи Римма Николаевна Курбанова. Римма Николаевна Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче опиловщица, станочница пулса нумай çул ĕçленĕ. Фабрикăра йĕркеленнĕ хор ушкăнне çÿренĕ пулнă.
Çавăн пекех 65 çулхи Антонина Васильевна Александрова, вăл та Вăрмар поселокĕнче пурăнать, Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче лакировщица пулса ĕçленĕ. Антонина Васильевна та фабрикăра ĕçленĕ чухне тĕрлĕ концертсене хутшăнса активлăх кăтартнă. Юрă-кĕвĕ тĕнчи ăна алла хуткупăс тытма хистенĕ, хăйех вĕреннĕ вăл çак музыка инструменчĕпе калама. Халĕ районта иртекен «Играй, гармонь» конкурса та хутшăнать.
«Кĕмĕл волонтерсен» йышĕнче балалайкăпа калама ăста 76 çулхи Чулкасри Мария Ильинична Федорова та пур. Ялта фермăра, малтанах чăх-чĕп, пăру пăхнă çĕрте, каярах дояркăра ĕçленĕ вăл. Унăн сăнÿкерчĕкĕ час-часах республика, район шайĕнче «Хисеп хăми» çинче çакăнса тăма тивĕçлĕ пулнă. Çавăн пекех Мария Ильинична Вăрмарти сĕт-çу заводĕнче 21 çул ĕçленĕ. 5 ача амăшĕ пулнă май 50 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Паянхи кун та вăл ĕçчен те вăр-вар.
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан 65 çулхи Галина Николаевна Богданова скандинави уттине кăмăллать. Кунсерен 20-шер километр çурран утать, Ямпай ялнелле çул тытать. «Утни — манăн сывлăх таблетки, уçă сывлăш тата çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм çăлкуçĕ», - кăмăллăн пĕлтерет Галина Николаевна. Вăл 10 çул Вăрмарти «Радуга» кинотеатрта киномеханикре, 25 çул Вăрмарти почтамтра тĕрлĕрен должноçсенче вăй хунă.
Тăваттăшĕ те вĕсем пурнăçа юратаççĕ, пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытаççĕ. Арапуçĕнчи ваттисен çуртне те час-часах çÿреççĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарма. Ваттисем кĕтеççĕ, савăнса та, хурланса та куççульленеççĕ, «Татах та килĕр», - теççĕ. Ялсенчи клубсене те тухса çÿреççĕ, пĕчĕк спектакльсемпе, инсценировкăсемпе савнтараççĕ. Шупашкарта, Вăрмарта иртекен Акатуй уявĕсене те хутшăнаççĕ. Пандемипе çыхăннă лару-тăрăва пула хальлĕхе тухса çÿреймеççĕ-ха вĕсем концертсене. Апла пулин те пĕр-пĕрин хушшинче яланах туслă çыхăну тытаççĕ. Ятарлă тум та пур вĕсен, концертсене хутшăнма — чăваш кĕпи, волонтерсен форумĕ валли — шурă футболкăсем. Çывăх вăхăтра чăваш кĕпи тăхăнса ялсене тухса çÿреме пуçласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ «кĕмĕл волонтерсем».
Э.МИХАЙЛОВА.