Паян, февралĕн 25-мĕшĕнче, Вăрмар районĕнчи культура аталанăвĕн центрĕнче районăн 2021 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе, 2022 çулхи задачисене палăртассипе лару пулчĕ.
Унта Чăваш Республикин строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Л.Пронин тата Ю.Зорин, Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.Иванов, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, Вăрмар район прокурорĕ Д.Александров, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ И.Аверьянов, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем, тĕрлĕ организацисемпе учрежденисен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен руководителĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Мероприяти савăнăçлă самантпа пуçланчĕ. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсене — пултаруллă та тăрăшуллă çамрăксене — ятарлă свидетельствăсем парса чысларĕç.
Тĕп докладпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Геннадьевич Иванов тухса калаçрĕ. Вăл Вăрмар районĕн 2021 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе кашни енĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, ял хуçалăх, строительство, çул-йĕр, вĕрентÿ, медицина, спорт, демографи ыйтăвĕсене хускатрĕ. Малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем унăн отчетне пĕр саслă пулса йышăнчĕç.
ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов районта, республикăра строительство енĕпе пурнăçланă ĕçсем çинчен каласа пачĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Пронин район руководствине вĕсен ĕçĕ-хĕлĕшĕн тав турĕ, районти волонтерсен штабне парнесем парса хавхалантарчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин та пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, районти вĕрентÿ учрежденийĕсен руководителĕсене çак шкулсенчи ачасем макулатура пуçтарса Чăваш Республикинче «Три солнца» фильм ÿкерме пулăшнăшăн Тав çырăвĕсем пачĕ.
{gallery}albums/2022/Sotsekonomrazvitiye_25.02{/gallery}
Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пулать.
И.ДАНИЛОВА.