Н.НИКОЛАЕВ, райадминистрацин АПК тата экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ:
«Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов районăн 2021 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне пĕтĕмлетнĕ май районти ял хуçалăх отраслĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пирĕн районта ял хуçалăх отраслĕ лайăх аталанса пырать, çавна май иртнĕ çулхи кăтартусем те курăмлă. Ял тăрăхĕсенче хресчен /фермер\ хуçалăхĕсем аталанса пыни ялсен малашлăхĕ пуррине палăртать. Пирĕн районта 80 хресчен/фермер\ хуçалăхĕ, потребительсен кооперативĕ — 2, ял хуçалăх предприятийĕ 10 ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул хресчен /фермер\ хуçалăхĕсем пурĕ 232 миллион тенкĕлĕх /вĕсенчен 85 миллион тенкине патшалăх субсидиленĕ\ ял хуçалăх техники туяннă. «Вăрмар районĕ хăмла туса илессипе 2021 çулта республикăра иккĕмĕш вырăна тухрĕ», - тесе палăртрĕ Дмитрий Геннадьевич хăйĕн анлă докладĕнче. Ку чăннипех те лайăх кăтарту. Районта хăмла туса илессипе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество тĕллевлĕ ĕçлет. Иртнĕ çул 34 гектар çинчен 506 центнер хăмла туса илнĕ, 6 гектар çинче çамрăк хунавсем лартса хăварнă. 2019 çулта районти «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество хăмла пуçтарса тирпейлемелли çĕнĕ йышши агрегатсем туяннă. Çакă ĕç пахалăхне ÿстерме пулăшать.
Иртнĕ çул усă курман 817 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кăçал вара тата 500 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессипе ĕçсем туса ирттермелле. Ял хуçалăх отраслĕнче сĕт, аш-какай туса илессипе те лайăх ĕçленĕ. Пур категориллĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра вылăх-чĕрлĕх йышне ÿстерсе пыни те курăмлă.
Пĕтĕмĕшле каласан ял хуçалăх, экономика отраслĕсемпе, инфратытăм аталанăвĕпе пирĕн район малалла аталанса пырать».