А.Краснов, Вăрмар район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн начальникĕ: «Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов районăн 2021 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Паллах, ытти ыйтусемпе пĕрлех спорт ыйтăвне те хускатрĕ. Пирĕн районта «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç йĕрки» регионти проект активлă пурнăçланать. Проект шайĕнче 2021 çулта А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче 2,9 млн тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Юсав ĕçĕсем кăçал малалла тăсăлĕç. Вăрмар поселокĕнче 26,9 млн тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçласа футбол уйне хута янă. Пуласлăхра стадион территорине хăтлăлатас ĕçсем пурнăçлама — чупмалли сукмак, трибуна, спорт площадкисем тума — планлатпăр. 2021 çулта уçăлнă ГТО площадкине нормативсене пурнăçлама мĕн кирлипе туллин тивĕçтернĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, районта пурăнакансем валли спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма условисем çителĕклĕ, кăмăл кăна пултăр».
С.Павлова, Вăрмар район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн начальникĕн заместителĕ: «Ăруран ăрăва ĕмĕрхи хаклăхсене куçарса пыма, çынсем пурнăçра /кинора, театрта, литературăра, ÿнерте\ мĕн пулса иртнине пĕлсе тăччăр тесе культура çав тери кирлĕ, унăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Д.Ивановăн сăмахне итлекенсем районта культура аталанăвĕ мĕнле çул-йĕрпе пынипе те паллашма пултарчĕç. 2021 çулта Тикашри культура çуртне юсама, Мăнçырмари культура çурчĕн пурлăхпа техника базине çирĕплетме май килчĕ. Çитмĕш ялĕнче 1,2 млн тенкĕлĕх модульлĕ клуб хăпартнă. Малашлăх тĕллевĕсем пысăк: Ямпай, Кĕлкеш ялĕсенче çĕнĕ культура çурчĕсем хута ярасшăн, Çÿлти Кинчерте культурăпа кану учрежденийĕ хăпартасшăн. Ытти ялсенчи культура учражденийĕсене те куçран вĕçертмесĕр вĕсенче юсав ĕçĕсем пурнăçлама планлатпăр».
М.Петрова, Вăрмар поселокĕнчи 3 номерлĕ «Зоренька» ача сачĕн заведующийĕ: «Вăрмар районĕн 2021 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май райадминистраци пуçлăхĕ Д.Иванов пирĕн ача сачĕ пирки те ырă сăмах чылай каларĕ. 2021 çула эпир чăнах та лайăх пулăмсемпе вĕçлерĕмĕр. Район, республика руководстви пулăшнипе ача садĕнче пĕлтĕр тĕп юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр, вĕсене кăçал малалла тăсма палăртнă. Çавăн пекех «Зоренька» çĕршыв, республика шайĕсенчи тĕрлĕ конкурссенче те палăрма пултарчĕ, ЧР Пуçлăхĕн грантне тивĕçрĕ. Ку вăл пирĕн коллективăн тăрăшуллă, пĕр тĕллевлĕ ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Малашне те шкул çулне çитмен ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре çитĕнÿсем тума ăнтăлăпăр».