×

Предупреждение

JFolder: :files: Путь ведет не к каталогу: [ROOT]/images/albums/2022/uchitel-2022.
×

Внимание

There was a problem rendering your image gallery. Please make sure that the folder you are using in the Simple Image Gallery Pro plugin tags exists and contains valid image files. The plugin could not locate the folder: images/albums/2022/uchitel-2022

IMG 5684Паян Вăрмар районĕнче чаплă лару-тăрура «Çулталăк воспитателĕ-2022», «Çулталăк вĕрентекенĕ-2022», «Чĕреме ачасене паратăп-2022», «Чи лайăх класс руководителĕ-2022» професси ăсталăхĕн конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕç. Мероприяти Вăрмар район администрацийĕн ларусен залĕнче иртрĕ.

Районти вĕрентÿ тата воспитани паракан учрежденисен ĕçченĕсене Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.Иванов, райадминистраци пуçлăхĕ Д.Иванов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Иванова, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Петров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ И.Аверьянов саламларĕç.

«Çулталăк воспитателĕ-2022» ята Вăрмар поселокĕнчи «Родничок» ача-пăча садĕнчи воспитатель Алина Витальевна Дмитриева, «Çулталăк вĕрентекенĕ-2022» ята Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта историпе обществознани предмечĕсене вĕрентекен Маргарита Вячеславовна Краснова, «Чĕреме ачасене паратăп-2022» ята Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти педагог, «Робототехника» кружок пĕрлешĕвĕн руководителĕ Татьяна Валериевна Русакова, «Чи лайăх класс руководителĕ-2022» ята Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 7-мĕш класс руководителĕ Маргарита Анатольевна Антонова тивĕçрĕç.

Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вулăр.

{gallery}albums/2022/uchitel-2022{/gallery}

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика