Çак кунсенче Вăрмар район администрацийĕн ларусен залĕнче Вăрмар районĕнче коррупцие хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен Канашăн ларăвĕ иртрĕ. Ларăва асăннă Канашăн председателĕ — Вăрмар район пуçлăхĕ, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов ертсе пычĕ.

Райадминистрацин ĕçсен управленийĕн право енĕпе тата кадрсемпе тивĕçтерекен пайăн начальникĕ Ю.Михеев районта коррупцие хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен Канашăн 2021 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн результачĕсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех вăл район администрацине коррупцилле пулăмсем пирки пĕлтернĕ хыпарсен тишкерĕвĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Райадминистрацин ĕçсен управленийĕн право енĕпе тата кадрсемпе тивĕçтерекен пайăн кадрсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Т.Туймукова муниципаллă служащисен ĕç тивĕçĕсене яваплăн пурнăçламаллипе, РФ саккунĕсенче палăртнă чарусене пăхăнмаллипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ.

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн полици начальникĕн обществăлла йĕр­келĕхе сыхлассипе ĕçлекен заместителĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан М.Федоров 2021 çулта коррупциллĕ преступленисене тупса палăртассипе, вĕсем пулассине чарассипе пурнăçланă ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, коррупциллĕ преступленисен шайĕ унчченхи тапхăртипе танлаштарсан чакнă.

Вăрмар районĕнче коррупцие хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен Канашăн секретарĕ А.Петрова Канашăн протокол йышăнăвĕсене мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлет­рĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика