Раççей хĕрарăмĕсен Союзĕн пуçарулăхне малалла тăсса Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен обществăлла юхăмĕ унăн Председателĕ Н.Николаева ертсе пынипе «Салтак валли парне» /«Подарок солдату»/ акцине хутшăннă.

Чăваш Енре пурăнакансем Украинăри ятарлă операцине хутшăнакан Раççей салтакĕсем валли темиçе кун хушшинчех парнесем пухса пин ытла курупка хатĕрленĕ. Никам та айккинче юлман, Чăваш Республикинчи муниципалитетсенчи хĕрарăмсен канашĕсем пурте çар тивĕçне пурнăçлакансене пулăшу кÿме кар тăнă. Пухнă япаласем хушшинче — пылак парнесем, кулленхи пурнăçра кирлĕ япаласем, шкул ачисен ырă сунса çырнă çырăвĕсемпе ÿкерчĕкĕсем. Пурне те ăшă кăмăлпа, ырă туйăмсемпе, салтаксене пулăшу кÿрес тĕллевпе пухнă.

Акцине Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕ те активлă хутшăннă. Унăн членĕсен пуçарулăхĕпе районта пурăнакансем, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенчи яваплă çынсем, тĕрлĕ организацисемпе учрежденисен коллективĕсем, çав шутра «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем те, салтаксем валли парнесем пуçтарма пулăшнă.

«Çăмăл мар вăхăтра салтаксене пулăшу кÿресси — пирĕн тивĕç. Ырă кăмăлпа пуçтарса янă посылкăсем вĕсен кăмăл-туйăмне çĕклессе, вăй-хал кÿрессе шанатпăр», — тет Чăваш Енри Хĕрарăмсен Сою­зĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн председателĕ В.Волкова.

Паянхи кун тĕлне «Салтак валли парне» акци шайĕнче пухăннă япаласене, парнесене адресат патне ăсатнă та ĕнтĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика