IMG 5941Çиелти тумтир сутакан хăтлă лавккасенче манекенсем çине тăхăнтартнă илемлĕ ача-пăча курткисене курсассăн куçа тÿрех вĕçертейместĕн çак илемрен. Хитре, ăшă, пахалăхлă куртка пĕр иккĕленмесĕрех пурин кăмăлне те каять паллах. Кам та пулин шухăшласа пăхать-ши çак вăхăтра çак курткăна çĕлеме мĕн чухлĕ ăсталăх, тăрăшулăх, тăкак кирлине. Çынна тăхăнма юрăхлă, пахалăхлă, çав вăхăтрах килĕшÿллĕ тумтир çĕлеме пысăк производствăсăр май çук паллах. Шăпах пирĕн районта «КАЙСАРОВ ОВАС» çĕвĕ фабрикинче ача-пăча, çул çитмен ачасем валли хĕллехи, çуркуннехи ăшă тумтир çĕлеççĕ. Кашни сезонра çĕнĕрен-çĕнĕ модельсем, кашни моделĕн хăйĕн ячĕ. Çакăн пек ача-пăча валли ăшă тум çĕлекен цехсем Вăрмар районĕсĕр пуçне Канаш, Шупашкар хулисенче кăна пур. Халĕ çĕвĕ предприяти­йĕнче çитес хĕлле валли курткăсем, çурмакомбинезонсем, комбинезонсем, ăшă шăлаварсем çĕлеççĕ.

IMG 5928Вăрмарти «КАЙСАРОВ ОВАС» çĕвĕ цехĕн начальникĕнче 14 çул Луиза Григорьевна Семенова тăрăшса ĕçлет, çĕвĕ процесне йĕркелесе пынисĕр пуçне 82 çынран тăракан коллектива ертсе пырать. Канашри училищĕрен çĕвĕçе вĕренсе тухсан чи малтанах Вăрмарти «Паха тĕрĕ» фабрикăра çĕвĕçре, унтан тĕр­лекен пулса ĕçленĕ, каярахпа мас­тера куçнă. Халĕ вара 14 çул çĕвĕ цехĕн начальникĕ.

Çĕвĕ фабрикинче ĕçлекен 82 çынран арçынсем иккĕн кăна, пĕри грузчик, тепри – наладчик. Хĕрарăм-çĕвĕçсем 6 бригадăна пайланса ĕçлеççĕ. Икĕ бригади шăлавар, тепĕр икĕ бригади куртка, тата тепĕр икĕ бригада комбинезон çĕлеççĕ. Бригадăра пулас изделин кашни пайĕшĕн пĕр çĕвĕçи яваплă. Пайсене сыпăнтарнă хыççăн тумтир хатĕр те. Акă «КАЙСАРОВ ОВАС» çĕвĕ фабрикинчи 10 çынран тăракан пĕрремĕш бригада халĕ пачах та çĕнĕ, хальхи йышши модельпе çутă сарă тĕслĕ хĕллехи куртка çĕлет. Кунне вăтамран 43 штук çĕлесе ĕлкĕреççĕ хĕрарăмсем çĕнĕ моделе. Бригадăра Степанова Надежда, Кондратьева Надежда, Алексеева Татьяна, Тимофеева Ольга, Петрова Людмила, Родионова Валя, Родзянова Вероника, Петрова Наталия, Петрова Марина, Долгова Полина, Егорова Марина ĕçлеççĕ. Бригадирĕ вĕсен Степанова Надежда Николаевна. «Вăрмарта «ОВАС» çĕвĕ фабрики мĕн уçăлнăранпах ĕçлет Надежда Николаевна, çав тери маттур», - терĕ ун пирки Луиза Григорьевна.

Çĕвĕ цехĕнче ăшă, пысăк чÿречесенчен çутă аван кĕрет, ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ.

Çĕвĕ предприятине пырса кĕнĕ çĕрте çăмăл машинăсем чылай. «Çĕвĕçсем çÿреççĕ-и вара ку çăмăл атомашинăсемпе?», - тĕлĕннине пытармасăр ыйтрăм цех начальникĕнчен Луиза Григорьевнăран. «Çапла, ялсенчен çăмăл машинăпа ĕçе çÿреççĕ хĕрарăмсем. Ра­йон шайĕпе илес пулсан аван ĕçлесе илеççĕ вĕсем кунта», - терĕ Луи­за Григорьевна. Чылайăшĕ Вăрмар поселокĕнчен ĕçе çÿрет, çавăн пекех Пинер, Энĕшпуç, Мăнçырма, Чупай, Кивĕ Вăрмар ялĕсенчен те пур.

Паянхи кун çĕвĕ фабрикинче хатĕр çĕвĕçсене ĕçе илме хатĕр, унсăр пуçне çак профессие алла илсе ĕçлес текенсене те ĕçе илме хирĕç мар.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика