Çак кунсенче Чăваш Рес­публикинчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăй çумĕнчи Ачасен обществăлла канашĕн слечĕ иртнĕ. Икĕ куна тăсăлнă слета 30 ытла çын хутшăннă. Вĕсем хушшинче Вăрмар ра­йон представителĕ те — Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăй çумĕнчи Ачасен обществăлла канашĕн членĕ, Г.Е.Его­ров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11В класра вĕренекен Анна Иванова пулнă.

aJtKQKp4QOY

Мероприяти тĕллевĕ — профессиллĕ ориентаци, çавăн пекех ачалăха хÿтĕлес сферăри ыйтусене сÿтсе явасси. Слет вăхăтĕнче çавра сĕтелсем, тĕлпулусем, экскурсисем иртнĕ.

Пĕрремĕш кунĕнче Ачасен обществăлла канашĕн активисчĕсем республика парламентĕнче пулса курнă. Вĕсем ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕпе Л.Черкесовпа, унăн заместителĕпе О.Петровăпа тата ытти яваплă çынсемпе тĕл пулнă, республикăри саккунсем йышăнакан органăн, депутатсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлнĕ, çамрăксен право культурине ÿстермелли проект çинчен калаçнă.

Тĕлпулу вĕçĕнче çамрăксене, çав шутра Анна Ивановăна та /ÿкерчĕк çинче/, Чă­ваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăй çумĕнчи Ачасен обществăлла канашĕн членĕ пулнине çирĕплетекен Удостоверени панă. Çавăн пекех И.Н.Ульянов ячĕл­лĕ Чăваш патшалăх университечĕн администрацийĕпе çавра сĕтел иртнĕ, пухăннисем вĕрентÿ аталанăвĕн пуласлăхĕ пирки калаçнă. Юлашкинчен вара çамрăксем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне çитсе курнă. Унта Пĕтĕм халăхсем хушшинчи XXVI балет фестивалĕ уçăлнă.

Тепĕр кунне И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чă­ваш патшалăх педа­гогика университечĕн предста­вителĕсемпе çавра сĕтел пулнă. Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăй çумĕнчи Ачасен обществăлла ка­нашĕн членĕсем лару ирттернĕ, шкул пурнăçĕн­чи жалобăсене пăхса тухнă, çул çитмен ачасем право йĕркине пăснине сÿтсе явнă, çавăн пекех вĕрентÿ заведенийĕн ректорĕпе тĕл пулнă.

Палăртма кăмăллă, пирĕн ентешĕмĕре Анна Ивановăна Чăваш Республикинчи ачасен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăйĕн Тав хучĕпе чысланă. Çак курăмлă наградăна вăл Ачасен общест­вăлла канашĕн ĕçĕ-хĕлне активлă хутшăннăшăн тивĕçнĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика