Мăнкун — православи тĕнне ĕненекенсен чи аслă уявĕ. Ăна Иисус Христос вилĕмĕпе вилĕме çĕнтернине асра тытса паллă тăваççĕ. Кăçал Мăнкуна апрелĕн 24-мĕшĕнче уявлаççĕ. Турра ĕненекенсем Мăнкуна кĕтсе илме чылай маларах хатĕрленме пуçлаççĕ, типĕ тытаççĕ, кил-çурта тасатса тирпейлеççĕ. Мăнкун умĕнхи Асап эрнинче Çăлаканăмăрăн çĕр çинчи юлашки кунĕсене аса илсе иртекен службăсенче пулаççĕ. Христиансемшĕн çак эрне питĕ пĕлтерĕшлĕ шутланать. Эрнекун – Христоса пăталаса вĕлернĕ кун /Сочельник/. Чиркÿ варрине ăна тупăка хунине хисеплесе Плащаница илсе тухаççĕ. Вăл унта çапла виçĕ кун ларать. Шăматкун Христос тамăка анса вилĕме çĕнтернине аса илеççĕ. Ĕненекенсем Мăнкун умĕнхи каç куç хупмаççĕ, чиркÿри службăна хутшăнаççĕ. Çурçĕр çитиччен маларах чиркÿре çурçĕр кĕлли вулаççĕ. Ун чухне Плащаницăна Алтаре илсе кĕреççĕ, престол çине хураççĕ. Вăл унта 40 кун хушши, Христос пĕлĕт çине хăпарнă кунччен /Вознесение/ пулать. Çурçĕр умĕн чан сасси – благовест – Христосăн çутă Чĕрĕлĕвĕ çывхарнине пĕлтерсе янăрать. Çурçĕр çитсен вара «Христос чĕрĕлнине куртăмăр...» тесе юрласа пĕтĕм халăх çуртасем çутса чиркÿ тавра Хĕреслĕ çулпа утса çаврăнать, чиркĕвĕн хупă алăкĕсем умĕнче чарăнса тăрать. Унтан Мăнкун юрри юрлаççĕ, священник хупă алăксем умĕнче хĕрес хурать, вĕсем уçăлаççĕ, пурте чиркĕве кĕреççĕ. Унтан канонсем, стихирĕсем, Мăнкун юррисем юрлаççĕ. Аслă Мăнкун пуçланать. Чиркĕве илсе килнĕ хĕретнĕ çăмартана, куличсене, ытти кучченеçе çветит тăваççĕ. Пурте пĕр-пĕрне пысăк уяв ячĕпе саламлаççĕ. Мăнкун эрнинче чиркÿсенче кашни кунах службăсем пулаççĕ. Ун чухне Патша алăкĕ уçă тăрать. Çакă Иисус Христос çынсем валли Çÿлти патшалăх алăкĕсене яланлăхах уçнине пĕлтерет. Мăнкун праçникĕ — чи нумая тăсăлаканни, Турра ĕненекенсем 40 кун хушши пĕр-пĕрне «Христос чĕрĕлнĕ!» тсе калаççĕ.
Çутă Мăнкун уявĕ ачасене уйрăмах пысăк савăнăç парнелет. Ĕненекенсем чи малтан шăпах ачасене Мăнкун çăмарти, кулич е пылак кучченеç пама тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕрне хĕретнĕ çăмарта парасси чиркÿ йăли-йĕркине çирĕп кĕнĕ. Хĕрлĕ тĕслĕ Мăнкун çăмарти пурне те çĕнтерекен Турă юратăвне пĕлтерет.