Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче регионти шкулсемпе ача сачĕсене тĕпрен юсас ĕçĕн тĕп тĕллевĕ — вĕренÿ ĕç-хĕлне йĕркелемелли, ачана пултарулăх тата спорт енĕпе аталантармалли тулли экотытăм туса хурасси тесе палăртнă.
Çак тĕллеве пурнăçлас тĕлĕшпе иртнĕ кунсенче Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та тĕп юсав ĕçĕсем пуçланнă. Асăннă шкул хăйĕн вĕренекенĕсене пĕрремĕш хут 1982 çулта йышăннă. Унтанпа шкула юсамасăр тăман паллах, анчах та кăçалхи тĕп юсав ĕçĕсен калăпăшĕ чăннипех те пысăк. 43 миллион тенкĕлĕх пурнăçламалли юсав ĕçĕсен шутне шкул çурчĕн фасадне, çивиттине çĕнетесси, хутса ăшăтмалли тытăма улăштарасси, шыв кĕрсе тухакан тытăма, канализаци тытăмне, электричествăпа тивĕçтерекен тытăма, пушар сигнализацине тĕпрен юсасси кĕрет.
Тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçлама «Урмарская» КСО» ПАО подрядлă организацине шанса панă. Унăн директорĕ А.Петров, Чулкас шкулĕн директорĕ Н.Павлов, районти яваплă çынсем ĕçсем мĕнле пынине йĕркелесе тăраççĕ, пĕр ыйтăва та тимлĕхсĕр хăвармаççĕ.
Паянхи кун тĕлне кунта юсав ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленсе кивĕ урайне, пăрăхсене тата ыттине те сÿтеççĕ. Урăхла каласан, демонтаж пырать. Эпир пынă кун подрядлă организацин рабочийĕсем ку енĕпе тăрăшсах вăй хуратчĕç. Акă, Н.Кузьмин, Ю.Иванов, Э.Егоров /ÿкерчĕк çинче\ йывăç урайне сÿтетчĕç. Н.Маслов перфораторпа ĕçлетчĕ, Д.Иванов /ÿкерчĕк çинче Чулкас шкулĕн директорĕпе Н.Павловпа\ кивĕ пăрăхсене касатчĕ. Ыттисем те хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлатчĕç.
Юсав ĕçĕсем вĕренÿ çулĕ вĕçленичченех пуçланнă пулин те ачасем вĕренмесĕр лармаççĕ паллах, шкул коллективĕ те ĕç вырăнĕсемсĕр юлман. Шкул директорĕ Н.Павлов пĕлтернĕ тăрăх, 47 ачана ятарлă килĕшÿ туса шкул автобусĕсемпе Кĕлкешри тĕп шкула, 67 ачана, çав шутра ача сачĕн воспитанникĕсене, Чупайĕнчи тĕп шкула илсе çÿреççĕ.
«Ялта шкул пулсан, ял пĕтмест теççĕ. Пирĕн умри задача вăл — ачасен шутне куçран вĕçертмелле мар. Вĕсем тивĕçлĕ условисенче пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр. Кăçал шкулта тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçланаççĕ, çитес çул вара шкул çумĕнчи территорине те хăтлăлатма планлатпăр», — терĕ Николай Анатольевич.
И.ДАНИЛОВА.