IMG 6039Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн чи çутă та пысăк, чи кĕтнĕ уяв — Аслă Мăнкун çывхарса пырать. Ăна Иисус Христос вилĕмĕпе вилĕме çĕнтернине асра тытса паллă тăваççĕ. Кăçал Мăнкуна апрелĕн 24-мĕшĕнче уявлаççĕ.

Ĕненекенсем Иисус Христосăн Çутă Чĕрĕлĕвне тивĕçлĕн кĕтсе илме чылай маларах хатĕрленме пуçлаççĕ, типĕ тытаççĕ, кил-çурта тасатса тирпейлеççĕ. Мăнкун умĕнхи Асап эрнинче Çăлаканăмăрăн çĕр çинчи юлашки кунĕсене аса илсе кĕлĕсене хутшăнаççĕ.

Мăнкун служби хыççăн Аслă типĕ вĕçленет, ĕненекенсем хĕретнĕ çăмартапа, тутлă куличпе, тăпăрчран хатĕрленĕ пасхăпа сăйланаççĕ. Кашнин сĕтелĕ çинчех çак кун пылак кулич хăйĕн вырăнне тупать, çынсем ăна тутанаççĕ, Иисус Христосăн Çутă Чĕрĕлĕвĕшĕн савăнса, унăн ырăлăхне мухтаса типĕрен тухаççĕ.

Мăнкун умĕн Вăрмар райповĕн кашни суту-илÿ вырăнĕнчех, кашни лавккинчех кулич сутма пуçлаççĕ. Ăна Вăрмар райповĕн тытăмне кĕрекен «Общепит» тулли мар яваплă обществăра, çăнăхран апат-çимĕç пĕçерекен цехра, пĕçереççĕ. Туянакансем патне çитериччен куличсене йăлана кĕнĕ йĕркепе кĕлĕ туса çветит тăваççĕ. Иртнĕ кунсенче çак тĕллевпе «Общепит» тулли мар яваплă обществăра Таса Троица ячĕллĕ Чулкасри чиркÿ настоятелĕ Владимир Байгушев протоиерей тата Мария матушка пулчĕç. Сăваплă ĕçе çавăн пекех «Общепит» директорĕ М.Сейфуллина тата кунта ĕçлекен ытти çынсем хутшăнчĕç.

Владимир аттепе Мария матушка çурта çутса кĕлĕ вуларĕç. Пухăннисем те вĕсем хыççăн кĕлĕ сăмаххисене каласа пычĕç. Владимир атте тин кăна пиçсе тухнă, сивĕнме те ĕлкĕреймен, çиелтен шурă глазурьпе витнĕ, тутлă шăршипе сăмсана кăтăк­лантаракан çемçе куличсене те, ытти апат-çимĕçе те çветтуй шыв­па сапрĕ, пухăннисене: «Мăнкун куличĕ кашнин сĕтелĕ çинче пултăр! Турăпа пĕрле çÿрĕр!» — тесе пиллерĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика