Чăваш чĕлхи кунне официаллă майпа 1992-мĕш çултанпа паллă тума тытăннă. Чăвашсене çутта кăларас енĕпе нумай тăрăшнă ăсчах, просветитель И.Я.Яковлев çуралнă кунĕпе пĕр килекен уява апрелĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем йышлă пурăнакан пур регионта та уявлаççĕ. Çулсерен ирттерекен мероприятисен йышĕ те ÿссех пырать.
Тăван чĕлхене халалласа культура ĕçченĕсем тĕрлĕ программăпа ĕçлеççĕ. Акă çак кунсенче районти тĕп библиотека ĕçченĕсем Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкула çитсе 9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Янра, чăваш сăмахĕ» вăйă-ăмăрту ирттерчĕç. Мероприятин тĕллевĕ чăваш чĕлхин пуянлăхне, илемлĕхне, çепĕçлĕхне уçса парса ÿсекен çамрăк ăрăва тăван чĕлхене юратма, хисеплеме кирлине ăнлантарса парасси пулчĕ.
Эпир пурте шкултан тухнă май, программăна вăйă-ăмăрту майлă ирттерме шутларăмăр та – пĕрре те йăнăшмарăмăр. Икĕ командăна пайланнă 30 шкул ачи чĕлхе вăрттăнлăхĕн тĕнчине хаваспах «кĕрсе» кайрĕ. Çапла пулмасăр – командăсен ячĕсем кăна мĕне тăраççĕ – «Пултаруллисем» тата «Çĕнтерÿçĕсем». Девизĕсем те пĕлтерĕшлĕ – «Эпир пулнă, пур, пулатпăр». «Малалла, ялан малалла». Ачасен çаврăнăçулăхне хаклакансем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.Н.Васильева тата районти библиотека ĕçченĕ Т.С.Петрова пулчĕç.
Чăн-чăн пысăк вăйăри пекех унта хутшăнакан командăсем чи малтан хăйсемпе паллаштарчĕç. Пĕрремĕш конкурс тимлĕхе аталантарассипе çыхăнни пулчĕ. Ку икĕ енлĕ япала – сăввине те тимлетĕн, шухăшлав та аталанать. Малаллахи конкурссем те кăсăклă та, çав вăхăтрах кăткăс та пулчĕç. Тупмалли юмахсен тупсăмне пĕлесси хальхи ачасемшĕн çăмăлах мар, мĕншĕн тесен чылайăшĕ вĕсенчен аваллăхпа çыхăннă, апла пулин те пирĕн çамрăксем халăх сăмахлăхĕнчен уйрăлсах кайманни курăнчĕ, хуравĕсем те тĕрĕс пулчĕç. Кунта, паллах, шкулта чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсен тÿпи те пысăк. «Пĕр сăмахран тепĕр сăмах тăватпăр» вăйă пурин кăмăлне те кайрĕ. «Шупашкар» сăмахран чылай çĕнĕ сăмах тупма пулать иккен тăрăшсан. Чăвашла вулаççĕ-и пирĕн ачасем? Тепĕр конкурс урлă çак ыйту çине хурав тупасшăн пулчĕç ăмăртăва йĕркелекенсем. Пĕр енчен йывăр пек те мар – ертсе пыраканĕ сăвă çаврăмне вулать те - ачасен авторне пĕлмелле. Апла пулин те пурте пĕрле тăрăшса ăна парăнтарчĕç çамрăксем. Вăйă-ăмăрту «Пирĕн паллă ентешсем» кроссвордпа ĕçленипе вĕçленчĕ.
Тĕлпулу тухăçлă иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем çамрăксене шкул вĕренсе пĕтерсе Тăван çĕршыва кирлĕ паллă çынсем пулма сунчĕç.
Р.Иванова, библиотекарь.