Раççейре 2012 çултанпах иртекен «Вилĕмсĕр полк» акци 2022 çулта халичченхи пекех иртессе палăртаççĕ, мĕншĕн тесен юлашки икĕ çулта коронавирус чирĕ алхаснине пула «Вилĕмсĕр полк» акци онлайн мелĕпе кăна иртнĕ пулнă. Кăçал «Вилĕмсĕр полк» акци майăн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çав шутра пирĕн районти пур ялсенче те çынсем хăйсен хисеплĕ çыннисен сăнÿкерчĕкĕсене çĕклесе тухса урамсенче утса çÿрĕç. Çакă вăл Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçне хунисене хисепленине, киле сывă таврăннисене чысланине палăртать.

Майăн 9-мĕшĕнче иртекен пур мероприятсене Аслă Çĕнтерÿ кунне çывхартма тăрăшнисене халаллаççĕ. Кунта вăрçа хутшăннисене кăна мар, тыл ĕçченĕсене, тухтăрсене, партизанра çÿренисене тата Çĕнтерÿ кунне çывхартма ырми-канми вăй хунă ытти çынсене те чыслаççĕ. Вĕсен ĕмĕр манăçми паттăрлăхне аса илеççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика