Хальхи вăхăтра çĕр ĕçченĕсен канăç пĕтнĕ. Ир те, каç та ял хуçалăх ĕçĕсене пур агротехника требованийĕсене вăхăтра пурнăçласа кĕске хушăрах çуракине вĕçлес тĕллевпе ыйхине те çухатнă ĕнтĕ вĕсем.
Кĕске вăхăтра тенĕрен - çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçлесси уй-хирте еплерех техникăпа усă курнинчен те нумай килнине палăртать «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер\ хуçалăх пуçлăхĕ Г.Ямуков. Вĕсем кашни çуракинчех хуçалăха çĕнĕ техникăпа пуянлатаççĕ. Ку хутĕнче те вĕсем 4,4 млн тенкĕ тăракан Беларус-1523.3 хальхи йышши трактор туянса килме пултарчĕç. «Çĕннине туянни ĕçре те хавхалану кÿрет, ĕçлес хастарлăха ÿстерет тесе шутлатăп. Хальхи йышши техника ĕç вăхăтне те кĕскетме пулăшать, рабочисен ĕçне те ансатлатать. Кĕскен каласан, пур енĕпе те усăллă, лайăх кăна ĕçлетĕр», - тет Геннадий Николаевич кăмăллăн.
А.НИКОЛАЕВА.