Ял, урам, кил-çурт таса пулсан киле килме кăмăллă. Ахальтен каламан ĕнтĕ, таса çĕрте пурăнма та аван, тесе.
Çуркунне çитсен кашни çулах таврана тасатса тирпей-илем кĕртес ĕç пуçланать. Кăçал ку ĕçе апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса апрелĕн 30-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнă. Районти предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, уйрăм çын предпринимательсем тата ыттсем те харпăр хăйсем ĕçлекен вырăнта тирпей-илем кĕртрĕç. Ку енĕпе Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви тытăмне кĕрекен районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн коллективĕ те активлă ĕçлерĕ.
{gallery}albums/2022/subbotnik{/gallery}