Йăлана кĕнĕ йĕркепе эпир кашни çулах Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене хисеплесе район центрне пухăнатпăр. Кăçал 77-мĕш хут уявлатпăр çак куна. Ирхине ирех поселок çийĕн вăрçă çулĕсенчи юрă кĕвви илтĕнет. Çынсем пухăниччен районти Вăрмар райповĕн обществăлла апатлану предприятийĕнче ĕçлекенсем палата хатĕрлесе унта пăтă хуранĕ лартса хурас тесе васкаççĕ. Паян çар кухни пухăннисене тулă пăттипе сăйлама хатĕрленет. Сĕтелне, тенкелĕсене вырнаçтарнă, савăт-сапи те хатĕр.
А.НИКОЛАЕВА.