×

Предупреждение

JFolder: :files: Путь ведет не к каталогу: [ROOT]/images/albums/2022/May/pamyatnik.
×

Внимание

There was a problem rendering your image gallery. Please make sure that the folder you are using in the Simple Image Gallery Pro plugin tags exists and contains valid image files. The plugin could not locate the folder: images/albums/2022/May/pamyatnik

IMG 6218

Аслă Çĕнтерÿ кунне районта Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса пуçĕсене хунă вĕрентекенсемпе кунтан вĕренсе тухнисен ячĕпе лартнă палăк умĕнче митинга пухăнса паллă тунинчен пуçланчĕ. Митинга Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.Иванов уçрĕ, пурне те мирлĕ пурнăç сунса Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ. Çавăн пекех патриотла туйăмсемпе Майăн 9-мĕшĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Петров, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Н.Иванова, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ И.Аверьянов, Вăрмар район прокурорĕ Д.Александров, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ С.Мочалов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Пронин кашниех сăмах каларĕç, мирлĕ тÿпе парнеленĕшĕн тав турĕç. Надежда Васильевна, районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ пулнă май, асăну палăкĕн историйĕпе та паллаштарчĕ. Ăна 1969 çулта указкăна автоматпа улăштарнă вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă учитель-фронтовиксене, кунта вĕреннисене халалласа шкул директорĕ Герман Егорович Егоров пуçарăвĕпе туса лартнă. Герман Егоров хăй те вăрçă участникĕ пулнă. Палăкăн авторĕ шкулти рисованипе черчени учителĕ Иван Иванович Мишин пулнă. Вăрçă пуçланнă хыççăнах Вăрмар шкулĕн учителĕсем, выпускниксем фронта кайнă...

Митинг вĕçленес умĕн вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса шăплăх минучĕ ирттерчĕç. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем асăну палăкĕ умĕнче караул тăчĕç, палăк умне чăрăш лăссисенчен тунă гирлянда, официаллă çынсем чĕрĕ гвоздикăсем хучĕç.

{gallery}albums/2022/May/pamyatnik{/gallery}

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика