Н.Иванова, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕн заместителĕ: «Аслă Çĕнтерÿ пире 77 çул савăнтарать, пурне те пĕр çĕре пухать. Эпир çак кун геройсен вилĕмсĕр паттăрлăхне ĕмĕрех асра тытнине пĕлтеретпĕр. Çак çутă уяв кунĕ чылайăшĕ ассăн сывласа иртнине аса илет, теприсем хăйсен килĕсенчен çапăçу хирне тухса кайса паттăрсен вилĕмĕпе вилсе пуçĕсене хунисене аса илсе хурланать. Кирек мĕн чухлĕ вăхăт иртсен те вăрçă вăхăтĕнчи асапа чăтса ирттернисен пуçран тухмастех. Историре çырăнса юлнă паттăрлăх Тăван çĕршывшăн тăрăшма, Раççей патшалăхăн хăватнă çирĕплетме хавхалантарать. Пирĕн тÿпе яланах янкăр та таса пултăр».

О.Кузьмин, Афганистан вăрçине хутшăннă ветерансен Раççейри пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри обществăлла организацин Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн председателĕ: «Вăрçă нушине хам тÿссе курнă та Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнисене эпĕ çав тери хисеплетĕп. Эпир тин çеç урамра вăрçăлла вылянăскерсем, чăн-чăн çапăçу хирне лекнине малтанах ăнланса та илеймерĕмĕр. Вăрçă нушине чăтма ытла йывăр. Çапах та пуçа усмарăмăр, киле сывă таврăнтăмăр. Хисеплĕ ветерансем, сирĕн умра чăтăмлăхшăн, паттăрлăхшăн, çĕнтерÿшĕн пуç таятăп. Эсир паянхи çамрăксемшĕн çутă тĕслĕх».

С.Петров, Чăваш Енри Совет çарĕн Германинчи тата - Варшава Договорне кĕрекен çар ушкăнĕсен ветеранĕсен пирĕн районти обществăлла организаци уйрăмĕн ветеранĕ: «Май уйăхĕн 9-мĕшĕ - Çĕнтерÿ кунĕ. Çак уяв пирĕншĕн те, пĕтĕм çĕршывшăн та чи пĕлтерĕшлĕ кун. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене тата ытти хĕрÿ вырăнсене хутшăннисене, унта ĕмĕрлĕх пуçĕсене хунисене хисеплесе ирттерекен демонстрацие хутшăнни маншăн пысăк хисеп. Чи хаклă та паллă кун куç умне тÿрех эпир киносенче çеç куракан сăнар тухса тăрать. Вăрçă çинчен кино курма та çав тери йывăр, чăн-чăн çапăçура мĕнле чăтнă-ши текен шухăш пуçра çаврăнать. Сисмесĕрех куçсем шывланаççĕ».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика