×

Предупреждение

JFolder: :files: Путь ведет не к каталогу: [ROOT]/images/albums/2022/May/Kolonna.
×

Внимание

There was a problem rendering your image gallery. Please make sure that the folder you are using in the Simple Image Gallery Pro plugin tags exists and contains valid image files. The plugin could not locate the folder: images/albums/2022/May/Kolonna

IMG 6263

Майăн 9-мĕшĕ — пирĕн çĕршывра паллă тăвакан чи пĕлтерĕшлĕ, чи сăваплă, чи мăнаçлă уяв. Паян, майăн 9-мĕшĕнче, черетлĕ хут Аслă Çĕнтерÿ уявĕ Вăрмар районĕнчи яваплă çынсене, руководительсене, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ĕçченĕсене, шкул ачисене, çамрăк армеецсене, районта пурăнакан ытти çынсене 9 сехетре районти тĕп поликлиника çурчĕ умĕнче пуçтарчĕ. Çак вырăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, мĕншĕн тесен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин синкерлĕ кунĕсенче районта пурăнакансем фронта шăпах çакăнтан тухса кайнă. Поликлиника стени çине çак пулăма халалласа вырнаçтарнă Асăну хăми умне яваплă çынсем чĕрери чи аслă туйăмсемпе яланхи пекех хальхинче те чечексем пырса хучĕç.

Унтан пухăннисем колоннăсем йĕркелесе Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ патнелле çул тытрĕç. Малта ялавсем, гирляндăсем çĕкленĕ çамрăк армеецсемпе кадетсем, вĕсем хыççăн предприятисемпе организацисен, учрежденисен ĕçченĕсем, ытти çынсем пычĕç. Тĕп площадь патне çитеспе, çул тăваткĕтеслĕхĕнче, утакансем Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул йĕркеленĕ колоннăпа тĕл пулчĕç. Çапла колоннăсем Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне çитнĕ тĕле çын татах хутшăнчĕ.

{gallery}albums/2022/May/Kolonna{/gallery}

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика