«Вилĕмсĕр полк» акци Вăрмар районĕнче те вăй илсе пырать. Кăçал акци онлайн мелĕпе мар, унчченхи йĕркепех иртрĕ. Районта пурăнакансем чун-чĕрери чи çĕкленÿллĕ туйăмсемпе Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă тăванĕсен, çывăх çыннисен — çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçланă, пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ паттăрсен — портречĕсене çĕклесе Вăрмар поселокĕн тĕп урамĕпе утрĕç. «Эпир кашни салтакăн, кашни тыл ĕçченĕн паттăрлăхне асра тытатпăр, нихăçан та манмăпăр. «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнасси — пирĕн кашнин тивĕçĕ», — çапла пулчĕç утакансен сăмахĕсем.
Паянхи хĕвеллĕ те ăшă кун, янкăр кăвак тÿпе айĕнче, тавралăх ешерме пуçланă чухне Аслă Çĕнтерÿ уявне халалланă мероприяти — халăх «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнса утни — ытти чухнехинчен те мăнаçлăн курăнчĕ. Пĕр-пĕринпе хаваслăн калаçакан çынсем, халĕ пурăнакан ăру, аслисем, ачасем пирĕн çĕршывшăн чи паллă уявăн калама çук пысăк пĕлтерĕшне чунпа туйни вĕсен сăнĕсенченех палăрчĕ.
http://gazeta1931.ru/urmary/9293-vil-ms-r-polk-v-sen-yach-sem-man-m#sigProId2097f010c9