Н.Иванов, РЭС /районти электричество сечĕ/ начальникĕ: «Хăйсене шеллемесĕр Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă паттăр салтаксене, тылра туптаннă, вăй-халтан кайиччен станоксем умĕнче ĕçленĕ, колхоз уй-хирĕнче тар тăкнă ветерансене хисеплесе пулакан праçнике кашни çулах хутшăнатăп. Çакă вăл маншăн хамăн несĕлĕмĕрсене манманнине, ĕмĕр асăмра тытнине пĕлтерет тесе шутлатăп. Иван Яковлевич Яковлевăн тата Петр Семенович Семенов паттăрлăхĕ яланах куç умĕнче. Эпир вĕсемпе чăннипех те мăнаçланатпăр, вĕсем пирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Халĕ Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисен йышĕ чакрĕ пулин те вĕсен чапĕ ĕмĕрлĕх. Пирĕн мĕн пуррине упрамалла».
В.Васильев, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан: «Паян Хĕç-пăшаллă Вăйсем йывăр тапхăра тÿссе ирттереççĕ. Çапах та салтаксем хăйсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне, тупа тунине пĕр самантлăха та манмаççĕ, яланах сыхă тăраççĕ. Эсир историн çав тери хăрушă тапхăрне чăтса ирттерсе Тăван çĕршыва упраса хăварма пултарнишĕн, эпир хальхи ăру çыннисем, мухтанатпăр. Сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр».