Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ. Пĕр енче куракансем тăрса тухрĕç, районти культура аталанăвĕн центрĕ енче — çар тумĕ тăхăннă яваплă çынсем, вăрçă ачисем, тыл ĕçченĕсем. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем, кадет класĕсенче ăс пухакансем — лайăх паллăсемпе вĕренекенсем, спортпа туслисем, активистсем — ушкăнăн-ушкăнăн çынсем умне вырнаçса тăчĕç. Çамрăк армеецсем хăйсене тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç, юрăсем шăрантарса, ялавсем çĕклесе утрĕç, пĕри тепринчен хастар. Вĕсен илемлĕ тумĕсем куçа илĕртрĕç, çирĕп утти тĕлĕнтерчĕ. Отрядсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисенче хакларĕç, кашни отряда дипломсемпе чысларĕç, никама та уйăрса хăвармарĕç.
Ун хыççăн «Çĕнтерÿ кашнин чĕринче пурăнать» театрализациленĕ уяв концерчĕ пулчĕ.
{gallery}albums/2022/May/parad{/gallery}