захароваhd d091ea8b 9d18 45c1 bfea 0801e

2002 çултанпа Вăрмар районĕнче Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн С.В.Захарован парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика кросĕ енĕпе ăмăртусем иртеççĕ.

Кăçал çăмăл атлетика кросĕ Энĕшпуç ялĕнче иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерĕве 77 çул, Раççей пушар хуралĕ пулса кайнăранпа 373 çул, Вăрмар районĕнчи пушар хуралĕ пулса кайнăранпа 63 çул çитнине, Вăрмар районĕ пуçланса кайнăранпа 95 çул çитнине халалларĕç.

Мероприятине уçса Вăрмар район администраци­йĕн пуçлăхĕ Д.Иванов тухса калаç­рĕ. «Энĕшпуç ялĕнчен Чă­ваш Ен тата Раççей тулашĕнче палăрнă спортсменсем сахал мар тухнă. Вĕсем хушшинче — Атайкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Светлана Захарова. Унăн çĕнтерĕвĕсемпе, çитĕнĕвĕсемпе хавхаланса чылай шкул ачи, çамрăксем спортпа туслашнă. Эпир паллă ентешĕмĕрпе мăнаçланатпăр», — терĕ вăл.

Ăмăртусен торжествăлла пайĕнче хисеплĕ хăнасем пулчĕç: РФ тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ С.Захарова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Яковлев, Вăрмарсен Шупашкар хулинчи ентешлĕхĕн вице-президенчĕ, Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ В.Нягин тата ыттисем те. Вĕсем спортсменсене ăнăçлă стартпа çĕнтерÿллĕ финиш сунчĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансене Светлана Захарова та ырă сăмахсемпе хавхалантарчĕ. Вăл спортри çитĕнĕвĕсем патне мĕнле çулпа утнине каласа пачĕ, Энĕшпуçĕнчи шкулта вĕреннине палăртрĕ. Физкультура вĕрентекенĕ Г.Исаев /халĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ\ Светлана Владимировнăн пултарулăхне курса уроксенче унăн талантне тĕллевлĕн аталантарнă. Пĕрремĕш хут Светлана Васильева /хĕр чухнехи хушамачĕ\ 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне шкул шайĕнчи ăмăртура çĕнтернĕ, ун хыççăн вара район, республика, çĕршыв шайĕнчи тата ытти ăмăртусенче те малти вырăнсене йышăннă.

Ăмăртусем пуçланиччен Пы­­сăк Енккассинчи пĕтĕмĕш­ле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кадетсем, пушар хуралĕн сот­рудникĕсем 1418 утăмпа танлашакан символлă дистанцие утса тухрĕç, мĕншĕн тесен Аслă Отечественнăй вăрçă шăпах 1418 куна тăсăлнă.

Çăмăл атлетика эстафетине халăх йышлă хутшăнчĕ. Старта пĕчĕккисенчен пуçласа аслă ÿсĕмрисем таранах туслăн тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Районти 39-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн ĕçченĕсем те спорт мероприятийĕнчен айккинче юлмарĕç, хăйсен ÿсĕмĕнчи ушкăнсенче малти вырăнсене йышăнчĕç.

Н.ШИШКИНА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика