Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче йывăç лартмалла теççĕ, анчах та ку çеç çителĕксĕр. Лартнă йывăçсен шучĕ каснисенчен ытларах пулмалла.
Çакна тĕпе хурса Кĕлкеш ял тăрăхĕнче пурăнакан, нумай çул хресчен-фермер хуçалăхне тытса пыракан Геннадий Николаевич Ямуков çулсеренех йывăç лартассипе иртекен акцисене пĕр сиктермесĕр хутшăнать. Геннадий Николаевич тата ытти активлă çынсем тăрăшнипе Кĕлкеш ял тăрăхĕнче лартнă йывăçсен шучĕ ÿссех пырать. Кăçал та Г.Ямуков ырă йăларан айккинче юлман, хăйĕн пуçарулăхĕпе çак кунсенче 1000 тĕп йывăç туянса килнĕ: 500 тĕп чăрăш тата 500 тĕп хыр.
Çанталăк ăшă тăнипе усă курса халăх йывăç лартма йышлă тухнă. Кунта «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем те, Кĕлкеш ял тăрăхĕнче пурăнакан ытти çынсем те пулнă. Çамрăк хунавсене Çитмĕш тата Кĕлкеш ялĕсем çумĕнчи территорисенче лартнă.
Йывăç — пурнăç символĕ. Вăл çулсерен ÿссе пырать, тымарланать, вăй илет. Пурнăç та пĕр вырăнта тăмасть, вăхăт малаллах шăвать.
И.ДАНИЛОВА.