«Ĕçе тытăнсан яланах вĕçне çитермелле», - тенĕ мĕн авалтан. Çакна вара районта вăй хуракан çĕр ĕçченĕсем уйрăмах асра тытаççĕ. Кашни уяр кунпа туллин усă курас тесе тăрăшаççĕ. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерес тесе тăрăшать «Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер/ хуçалăх пуçлăхĕ Геннадий Николаевич.
«Ĕç пурне те тăрантарать. Ÿсĕм вăрттăнлăхĕ агротехника требованийĕсене пĕлсе усă курнинчен, лайăх вăрлăхсемпе минераллă удобренисемпе акнинчен тата калчасем шăтса тухнă хыççăн тĕрлĕ чир-чĕрсемпе çумкурăксене хирĕç кĕрешсе имçамсемпе усă курнинчен те килет тесе шутлатăп. Хальхи вăхăтра вара чи кирли - кашни уяр кунпа туллин усă курса юлнинче. Кăçал çанталăкĕ те питĕ улшăнуллă та хăш вăхăтра ĕлкĕрмеллине туйса та илме йывăр. Ĕçе кадрсем татса параççĕ тенĕ пек, пирĕн механизаторсем хăйсемпех агрономĕ те, инженерĕ те теме юрать, шанчăклă çынсем. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр. Пур ĕçе те пĕлсе пурнăçлаççĕ. Малашне те çаплах пуласса шансах тăратăп. Тăрăшса ĕçлесен кăна çитĕнÿсем пуласса пурте пĕлетпĕр», - терĕ Геннадий Николаевич хуçалăх ĕçĕпе паллаштарнă май.
Хуçалăхра кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене пĕтĕмпе 900 гектар çĕр çинче акса хăварма палăртнă. Вĕсенчен 292 гектарĕ çинче урпа, ытти гектарĕсене тулă йышăннă. Эпир вĕсен хуçалăхĕнче пулнă кун 233 гектар йышăнакан çĕр лаптăкĕ çинче юлашки гектарĕсене акатчĕç. Хальхи йышши çĕнĕ техника хуçаланать уй-хирте. Пĕрин хыççăн тепри мăнаçлăн пыраççĕ. Пĕр техники культиваци тăвать, тепри акать, виççĕмĕшĕ сеялка çине вăрлăхлăх тулăна пырса ярать. Кировец К-325 рулĕ умĕнче В.Сорокин, тепĕр Кировецне В.Степанов уй-хирпе мăнаçлăн тытса пырать, Г.Виноградов сеялкăна вăрлăхпа тивĕçтерет. С.Сидоровпа В.Авдеев сеяльщиксем пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлаççĕ. Тырă акакансен икĕ бригада. С.Иванов трактористпа пĕрле Б.Ивановпа Л.Дмитриев сеяльщиксем тăрăшаççĕ. Вĕсем патне Н.Васильев тракторпа вăрлăхлăх культурăсене турттарса тăрать.
Хуçалăхра ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăрать. Вăрлăхлăх çĕрулмине яровизацине кăлараççĕ. Кунта М.Краснов механизатор, М.Иванов электрик тата Л.Амуров тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлакан тăрăшаççĕ. Сăмах май каласан, вĕсем пурте ĕç хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнса ĕçлеççĕ.
А.НИКОЛАЕВА.