aDe8TA524klTLQfvtU2VjKgcga8qNdqinj1XlURoLAUBC0w1suud67rg7HrPeOrIDBlPW HyPGnFgTZrbbFuDcH0Чăваш Республикинче 12 наци проекчĕ пурнăçланать, вĕсенчен 9-шĕ — Вăрмар районĕн­че. Вĕсен ячĕсем те хăйсем çинчен калаççĕ: «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ», «Хăрушсăрлăхлă тата пахалăхлă çулсем», «Экологи», «Сывлăх сыхлавĕ», «Культура», «Вĕрентÿ», «Демографи», «Вак тата вăтам предпринимательлĕх», «Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтересси».

Наци проекчĕсен тивлечĕпе Вăрмар районĕнче чылай калăпăшлă ĕçсем пурнăçланса пычĕç. Шкулсенче «Точка роста» каби­нетсем, ялсенче ФАПсем хута кайрĕç, поселокра футбол уйĕ уçăлчĕ, Культурăпа кану паркĕн­че ГТО площадки сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене илĕртет тата ытти ĕçсем те. Федераци шайĕнчи кашни проектăн регионти проекчĕсем пур. Акă «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕн регион шайĕнчи проекчĕсен шутне «Пурăнмалли çурт-йĕр», «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси», «Чăваш Респуб­ликинче пурăнма юрăхсăр çурт-йĕр фондне чакарассине тивĕçтересси» ятлисем кĕреççĕ. Хальхи вăхăтра шăпах «Хăтлă хула тăрăхне йĕркелесси» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн çитес çул поселока хăтлăх кĕртсе илем кÿрес тĕллевпе «Госуслуги» сайтра е za.gorodsreda.ru платформăра сасăлав пырать. Сасă­лав май уйăхĕн 30-мĕшĕч­чен пырать. 2023 çулта Вăрмар поселокĕнчи пĕр территорие — тĕп площаде хăтлăх кĕрт­ме сĕнеççĕ. Списокран хăтлăх кĕрт­мелли пĕр территорие суйласа илмелле. Федераци проекчĕ шайĕнче уйăракан укçа-тенкĕне чи нумай сасă пухакан объекта тума ярĕç. Вăрмарсене сасăлава хутшăнма пулăшас тĕллевпе ра­йонта волонтерсем ĕçлеççĕ. Вĕсем район администрацийĕн пĕрремĕш хутĕнче, канмалли кунсемсĕр пуçне, кашни кунах сасăлава хутшăнма пулăшаççĕ. Кашни сасă пĕлтерĕш­лĕ, çавăнпа та кашниех сасăлава хутшăнар!

Çавăн пекех «Чăваш Республикинче пурăнма юрăхсăр çурт-йĕр фондне чакарассине тивĕçтересси» регионти проектпа килĕшÿллĕн граждансене пурăнма юрăхсăр авариллĕ çурт-йĕр­тен куçарас тĕллевпе Вăрмар поселокĕнчи Порфирьев урамĕнче нумай хваттерлĕ çĕнĕ çурт хăпартса лартма палăртнă. Поселокри Вокзальная урамри 14-мĕш çурт авариллĕ шутланать, унта 14 çын пурăнать. Чăваш Рес­публикин Строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствипе тунă килĕшÿ тăрăх граждансене 2023 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çĕнĕ çурта пурăнма куçармалла.

Çапла наци проекчĕсем Вăрмар районĕнче ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ, район çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхрах тума пулăшаççĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика