Республикăра «Ялсенче чи лайăххисем» ятпа иртекен агроволонтерсен слетне хутшăннă пирĕн районти яваплă çынсен тата предприятисемпе организацисенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вăй хуракансен комментарийĕсем:

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.ИВАНОВ: «Паян республика шайĕнче пысăк мероприяти - агроволентерсен слечĕ иртет. Ăна кÿршĕллĕ Тăвай районĕнчи «Медвежий угол» кану вырăнĕнче йĕркеленĕ. Пирĕн районтан çак пысăк та паллă уява 40 çын хутшăнать. Вĕсем пурте ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ. Пирĕн хушăра çамрăкки те, ватти те пур. Пирĕн пурин те пĕр тĕллев — ял тăрăхне аталантарасси, унăн социаллă пĕлтерĕшне ÿстерсе пырасси. Ял пурнăçĕ хуларинчен кая ан пултăр. Ку мероприятие республикăри пур районсем те пуçтарăнса килнĕ. Пĕрлĕхре — вăй, тетпĕр. Эпир пурте пĕр тĕллевпе кар тăрса ялсен аталанăвĕшĕн ĕçлесе пырсан республикăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ вăйланса пырĕ. Паян асăннă слетра тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем, культура мероприятийĕсем, ялсене аталантарассипе çыхăннă мастер-классем иртеççĕ. Эпир вара вĕсене хамăр командăпа хавспах хутшăнатпăр».

Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.ПЕТРОВ: «Агроволонтерсен слечĕ пирĕн республикăра пĕрремĕш хут иртет. Апла пулин те вăл республикăри пур районсене те пĕр чăмăра пухрĕ темелле. Тĕрлĕ районсенчен килнĕ пултаруллă та маттур яшсемпе хĕрсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса волонтерсен ĕç-хĕлне сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç. Ял тăрăхĕсен малашлăхне аталантарассипе тĕрлĕ секцисем ĕçлерĕç кунта: «Ялти менеджмент», «Ял — 2030: çĕнĕ вăхăтăн вăйлă идейисем», «Эко-ял» тата ытти те. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — ялсене аталантарасси, вĕсенче пурăнма майлă условисем, ĕç вырăнĕсем туса парасси, çут çанталăка упрасси».

Вăрмар район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.КРАСНОВ: «Кашни уяврах савăнăçлă самантсенчен пĕри вăл - спорт мероприятийĕсем иртни. Акă агроволонтерсен слетĕнче те спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе те ăмăртусем интереслĕ иртеççĕ. Акă канат туртассипе пирĕн район команди малти вырăна тухрĕ. Кире пуканĕ йăтассипе те эпир лайăх результатсемпе палăртăмăр».

Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ И.АВЕРЬЯНОВ: «Агроволонтерсен слечĕ ял хуçалăх отрасльне малашне те аталанма пулăшасса шансах тăратăп. Çамрăксенче — вăй. Паян кунта тĕрлĕ районсенчи ял çамрăкĕсем пĕр-пĕрне хăйсен паха опычĕсемпе паллаштараççĕ, агропромышленноç комплексĕнче чылай çул вăй хунă ветерансем вара çамрăк ăрăва тĕрлĕ сĕнÿ-канаш параççĕ. Малашне те çакăн пек слет республикăра татах та ирттерессе шанса тăратăп».

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика