Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалласа Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре ачасен чăн-чăн уявĕ иртет. Кунти çамрăк ăрăвăн хаваслă сасси, кулли кĕрлесе тăчĕ.
Уявра Вăрмар поселокĕнчи ача сачĕсенчи ачасен юрри- ташшисем савăнăç кÿчĕç. Умра ачасен çуллахи кунĕ. Çак паллă кун вĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе те паллаштарчĕç. Арçын ачасемпе хĕрачасем интересленсех пушар машинисемпе кăсăкланчĕç, пушар сÿнтерекенсен командипе те паллашрĕç. Районти библиотека ĕçченĕсем ачасем валли ятарласа кĕнекесен куравĕ йĕркеленĕ. Ачасем асфальт çинче тĕрлĕ тĕслĕ пурăпа та ÿкерчĕç. Уяв ачасемшĕн хаваслă иртрĕ.
{gallery}albums/2022/01.06{/gallery}