photo 2022 06 02 14 35 34

Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотекин пуçарулăхĕпе, ЧР культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе май уйăхĕнче республикăра «Чи нумай вулакан çемье» конкурс иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — çемьесенче кĕнеке вулассине аталантарасси.

Конкурса республикăри библиотекăсен чи активлă вулаканĕсем хутшăннă. Вĕсем «Вулакан çемьен видеовизитки» тата «Художествăлла произведенин тĕп шухăшĕ тăрăх йĕркеленĕ инсценировка» номинацисенче пурĕ 46 ĕç тăратнă.

Çемьесем хăйсен ĕçĕсене питĕ интереслĕ хатĕрленĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем чăваш тата вырăс çыравçисен хайлавĕсенчи, халăх юмахĕсенчи сăнарсене выляса видеороликсем ÿкернĕ.

Конкурса тăратнă ĕçсене жюри хакланă: «Чăваш Республикинчи профессионаллă çыравçăсен Союзĕ» обществăлла организацин председателĕ Улькка Эльмен, çак организацин членĕ Раиса Васильевна Воробьева сăвăç, Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотекин специалисчĕсем. Çак конкурса Кавал ялĕнчи Артюковсен çемйи те хутшăнса чи пултаруллисен йышне кĕнĕ. Артюковсем /Валерий Михайлович, Надежда Михайловна, Екатерина, Анас­та­сия, Максим\ «Вулакан çемьен видеовизитки» номинацинче 2-мĕш вырăн йышăннă. Конкурс çĕнтерÿçисене июнĕн 1-мĕшĕнче, Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕн­чери кунра, Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотекинче чысланă. Артюков­сем Диплома тата хаклă парнене тивĕçнĕ /ÿкерчĕк çинче\.

Т.ТАРАТИНА, Кавалти библиотека заведующийĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика