Май уйăхĕн вĕçĕнче Саратов хулинчи «Звездный» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексра 14-16 çулсенчи /2006-2008 çулсенче çуралнисем/ яшсем хушшинче самбо енĕпе кĕрешессипе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртнĕ. Вĕсене Пĕтĕм Раççейри самбо федерацийĕн вице-президентне С.Р.Ахмерова асăнса ирттернĕ. Ăмăртусене çĕршыври 29 регионтан 250 спортсмен хутшăннă.
Мероприятин торжествăлла пайĕнче пухăннисем умĕнче саламлă сăмахпа РФ спорт министрĕн заместителĕ А.Морозов, кĕрешÿ енĕпе РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ, РФ Паралимп комитечĕн президенчĕ П.Рожков, Саратов облаçĕн çамрăксен политикипе спорт министрĕ Р.Грибов тата ытти хисеплĕ çынсем тухса калаçнă.
Ăмăртусене Чăваш Ен представителĕсем те хутшăннă, çав шутра Вăрмар район самбисчĕсем те пулнă. Хаçат вулакансене тулли кăмăлпа пĕлтеретпĕр: çак пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕнче çăмăл мар тупăшура Вăрмар поселокĕнчи Кирилл Яковлев 88 килограмран сахалтарах таякан самбистсем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă. Пултаруллă çамрăк медальпе грамотăна тата хаклă парнене тивĕçнĕ. Кирилл Яковлевăн тренерĕ — самбо енĕпе СССР спорт мастерĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.Уливанов.
Çак кунсенче Шупашкар хулинче те çамрăк самбистсен ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта И.С.Клементьева асăнса самбо енĕпе кĕрешессипе республика шайĕнчи IV-мĕш турнир пулнă. Ăмăртусенче Чăваш Енри, Киров облаçĕнчи, Мари Эл Республикинчи, Ульяновскри спортсменсем — 2009-2010 çулсенчи арçын ачасем хăйсене тĕрĕсленĕ.
Чăннипех те ырă хыпар: çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ самбистсем хушшинче Вăрмар район представителĕсем пур. Вăрмар поселокĕнчи Кирилл Морозов 54 килограмлисем хушшинче 1-мĕш вырăна тухнă. 65 килограмлисем хушшинче Анаткас ялĕнчи Даниил Краснов 2-мĕш вырăна йышăннă. Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнчи Артем Артемьев вара 59 килограмлисем хушшинче 3-мĕш пулнă. Ачасен самбо спортĕнчи пултарулăхне туптаканĕ — И.Никитин тренер.
И.ДАНИЛОВА.