hd img 6863Раççей кунĕ умĕн районти Культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕн Гимнне чи лайăх юрлассипе конкурсăн районти тапхăрĕ пулса иртнĕ.

Раççей кунĕ — хамăрăн патшалăхпа мухтанмалли кун. Раççей кунĕ - ирĕклĕх праçникĕ, гражданла тăнăçлăх тата пĕтĕм çыннăн ырă килĕшÿлĕхĕ! Раççей кунĕ - çĕнĕ Раççейĕн пуласлăхне ĕненекенсен кунĕ те.

Конкурса хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин уяв ячĕпе - общество пĕрлĕхĕн тата хамăр çĕршывăн мухтавлăхĕпе, унăн историйĕпе, культурипе, кунта пурăнакансем хăйсен вăйне шеллемесĕр вăй хунипе, çĕршыва хÿтĕленипе чĕререн саламланă.

Конкурса Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти «Çамрăклăх» вокал ансамблĕ, В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти ансамбль, Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти М.Иванова солист, Н.А.Афанасьев ячĕллĕ Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти пултарулăх коллективĕ, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вокал ансамблĕ, Энĕшпуçĕн­чи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти ансамбль, Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти А.Ипатьева солист, Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти «Унисон» пултарулăх коллективĕ, М.Н.Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти ансамбль, Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти ансамбль солисчĕ, Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти М.Мои­сеев солист, Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вокал ансамблĕн солисчĕ, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти хор хутшăннă.

Конкурса хутшăнакансем Раççей Федераци­йĕн Гимнне пурте хăйне майлă пултаруллă та чунтан юрланă.

Конкурс çĕнтерÿçисемпе призерсене район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕ дипломсем парса наградăланă. Çĕнтерÿçĕ район чысне зонăри тапхăрта хÿтĕлĕ. Вăл «Дентамед» тулли мар яваплă обществăн тĕп врачĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Ю.Зоринăн призĕсене çĕнсе илессишĕн иртĕ.

Н.ШИШКИНА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика