Июнĕн 12-мĕшĕнче эпир пурте пысăк та паллă уява – Раççей кунне – паллă турăмăр. Çак кун çĕршывĕпех уяв мероприятийĕсем иртрĕç, çавăн пекех пирĕн районта та. Ирхине ирех тĕп площадьре «Вперед, Россия» тата ытти хамăр çĕршыва мухтаса юрлакан юрăсем янăрарĕç.
Уява хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ И.Аверьянов саламларĕç.
«Пирĕн çĕршывăн историйĕ вăл çав тери пуян та мухтавлă. Эпир темиçе ĕмĕр хамăрăн патшалăхăн никама пăхăнманлăхне çирĕплетсе панă. Вăл малалла аталантăр тесе темиçе ăру тăрăшнă, ĕçленĕ, тар юхтарнă. Хĕç-пăшал алла тытса та вĕсем çĕршыв чысне пĕрре кăна мар хÿтĕленĕ. Пирĕн халăх пур çĕрте те çĕнтерÿçĕ пулса мухтава тухнă. Эпир хамăрăн çĕршывпа, унăн çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр. Мирлĕ пурнăçшăн тăрăшса ĕçлесе çав вăхăтрах Раççейĕн нумай нациллĕ халăхĕсем юратнă çĕршыва сыхлама яланах хатĕр. Пире никам та, нихăçан та çĕнтереймен, малашне те çавăн пекех пулĕ. Çак куна паллă туни пĕр çын пек кар тăрса малашлăхшăн туслăн ĕçлессине пĕлтерет тесе шутлатăп. Уяв ячĕпе сире пурне те», - терĕ Дмитрий Геннадьевич.
«Паянхи уяв Тăван çĕршыва юратакан, унăн ырлăхĕшĕн тăрăшакан кашни çыншăнах хаклă. Вăл пирĕн халăх мăнаçлăхпа ирĕклĕхшĕн кар тăнине, пĕр шухăшлă пулса Раççей мухтавне яланах çĕклеме хатĕррине палăртать. Раççей хăйĕн халăхне малашлăхпа тивĕçтерме пултаракан патшалăх тесе шутлатăп», - тесе саламларĕ Иван Иванович.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кун 14 çул тултарнă çамрăксене Раççей гражданинĕ пулни çинчен пĕлтерсе паспорт пачĕç. Пурнăçри тĕп документа район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов тата РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн миграци пункчĕн начальникĕ Е.Алексеева пачĕç. Вĕсем ачасене тĕп документăн пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантарчĕç. Ăна тирпейлĕ упрамалли çинчен те каласа хăварчĕç.
Çавăн пекех уявра районти волонтерсене, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ячĕпе парти членĕсене Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕç.
Интеллектуаллă, творчествăлла конкурссене тата спорт ăмăртăвĕсене, «Çамрăк армеецсем» ачасемпе çамрăксен çарпа патриотизмла обществăлла юхăмне активлă хутшăнса уйрăмах палăрнă ачасене III степеньлĕ «Юнармейская доблесть» кăкăр çине çакмалли знакпа наградăларĕç.
Раççей Федерацийĕн Гимнне чи лайăх юрлассипе конкурсăн районти тапхăрĕнче çĕнтернĕ М. Иванова Раççей Гимнне сцена çинче юрлани пирĕн çĕршыва никам та, нихăçан та çĕнтерейменнине палăртса шăранчĕ.
Уява хутшăннисем мероприятипе кăмăллă пулнине палăртса алă çупрĕç.
А.НИКОЛАЕВА.