IMG 7428Вăрмарсем, уйрăмах Кивĕ Вăрмар, Кавал еннелле пурăнакансем курнă ĕнтĕ: Мир урамĕпе, Вăрмар поселокĕнчен Кивĕ Вăрмара, Кавала тухса кайнă çĕрте, çĕнĕ тротуар сараççĕ.

Вăрмар район администрацийĕн строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, палăртнă ĕçсене «Регион-Свет» тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Планпа килĕшÿллĕн «Вăрмар — Кавал — Нурлат» автоçул хĕррипе тротуар сармалла, чарăну павильонĕсем вырнаçтармалла, çуран çынсем валли çул урлă каçмалли вырăнсем /пешеходные переходы\ йĕркелемелле, çутăпа тивĕçтермелле.

Тротуар саракансем — Денис Доброхотов, Сергей Добронравов, Андрей Волков, Александр Павлов, Федор Павлов, Владимир Горшков тата вĕсен ĕçне йĕркелесе тăракан Иван Владимирович Павлов — çуллахи кашни кунпа усă курса вăй хураççĕ. «Хамăр ĕçре тротуар сарас йĕркене туллин пăхăнса ĕçлетпĕр, ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисем пирки те манмастпăр. Рабочисем хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ, ку ĕçре пĕрремĕш çул кăна ĕçлемеççĕ», — терĕ Иван Владимирович. Тротуар тăвакансене ĕçре техники те пулăшса пырать.

Кивĕ Вăрмарпа Кавал еннелле каякан çулсен хĕррипе тротуар пулманни вăрмарсене тахçанах пăшăрхантарни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Халĕ вара ĕç вырăнтан хускалнă.

Республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та çул-йĕр сарас ĕç «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕ ша­йĕнче пурнăçланать. Ку енĕпе «Единая Россия» политика партийĕ тăрăшуллă ĕçлет. Асăннă наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ — халăхăн пурнăç пахалăхĕн шайне ÿстересси.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика