IMG 7265

Кăмăлĕпе те ырă, сăнĕпе те илĕртÿллĕ вăл, ĕçре вара хастар та пултаруллă. Сăмах Вăрмар районĕнчи потребительсен обществин Энĕшпуçĕнчи лавккинче вăй хуракан Елена Алексеевна Тян сутуçă пирки пырать /ÿкерчĕк çинче/.

Елена Алексеевна çак ялтах, Энĕшпуçĕнчех, çуралса ÿснĕ. Ялти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти коопераци техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Пĕр хушă Çĕнĕ Шупашкарти пысăк лавккара уйрăм заведующийĕнче ĕçленĕ, унтан çемйипе тăван яла куçса килнĕ.

Вăрмар райповĕн тытăмĕн­че Елена Алексеевна 5 çула яхăн ĕçлет. Лавкка заведующийĕпе Александра Павловна Алексеевăпа туслăн, пĕр­тĕллевлĕн тăрăшаççĕ вĕсем, туянакансемпе яланах тарават. Ахальтен мар Энĕшпуçĕн­че пурăнакансем райпо лавк­кине кăмăлласах çÿреççĕ. Кулленхи пурнăçра мĕн кирлĕ, чун мĕн ыйтать — пĕтĕмпех пур кунта: тĕрлĕ кĕрпе, макарон таврашĕ, сыр, кăлпасси, пулă, çăкăр-булка, чей-кофе, улма-çырла, пахчаçимĕç, лимонад, пылак сĕткенсем, консервланă продукци, пылак çимĕç юратакансем валли вара — «Акконд» акционерсен обществи туса кăларакан канфет-печени тата ытти те. Йăлара усă куракан хими продукцине те, тĕрлĕ савăт-сапа та туянма пулать райпо лавккинче. Унта-кунта хăнана каймалла чухне нумай шухăшласа тăмалла мар, лавккана пыр та парнелĕх илемлĕ савăт-сапа пуххи е чейник, кастрюль суйла.

Райпо лавккине апат-çимĕç продукчĕсем туянма час-часах пырса çÿрекен Г.Березина кунта ĕçлекенсене ырларĕ. «Кирек хăçан пырсан та Александра Павловнăпа Елена Алексеевна тараватлăн кĕтсе илеççĕ, мĕн туянмалла-ши тесе иккĕленсе тăрсан сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Лавккинче те хăтлă та таса, пырса çÿреме кăмăллă», — терĕ вăл. Туянакансем ырă сăмах калани сутуçăсен ĕçне хаклама пулăшакан чи лайăх кăтарту.

Ĕçне кура хисепĕ. Райпо тытăмĕнче 43 çул ытла ĕçлекен Александра Павловна Алексеева заведующи темиçе хутчен те Вăрмар райповĕн Хисеп грамотине, Вăрмар район администрацийĕн Хисеп грамотине, Чăвашпотребсоюзăн Тав хутне, «Чăваш Республикин потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ» хисеплĕ ята, «Раççей Федерацийĕн потребительсен кооперацийĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн» кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ, унăн ячĕ Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çинче те пулнă.

Елена Алексеевна Тян сутуçă та хастарлăхĕпе хă­йĕн аслă ĕçтешĕнче юлмасть. 2021 çулта ăна Вăрмар ра­йон администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Сăмаха май, Елена Алексеевна çамрăк­ранах сывă пурнăç йĕр­кипе туслă, шкулта вĕреннĕ чухне те, каярах та пĕрре кăна мар йĕлтĕрпе чупассипе, çăмăл атлетика енĕпе, шывра ишессипе тата спортăн ытти тĕсĕсемпе те район, республика шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă. Унăн ачисем те амăшĕнчен ырă тĕс­лĕх илеççĕ. Софья Тян тата Глеб Тян пĕртăвансен спортри çитĕнĕвĕсемпе «Хĕрлĕ ялав» хаçат урлă вулакансене паллаштарсах тăратпăр. Вĕсем иккĕшĕ те мас-рестлинг енĕпе çав тери маттур, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче палăрса Вăрмар район чысне тивĕçлĕн хÿтĕлеççĕ, юратнă амăшне савăнтараççĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Последние комментарии

Яндекс.Метрика