Республика кунĕнче тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем сахал мар пулнă. Акă, Шупашкар хулинчи «Спартак» спорт комплексĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн «Спортпа туслă çемье» /«Спортивная семья»/ фестиваль иртнĕ. Унта пирĕн регионти 40-е яхăн çемье хутшăннă.
Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа ЧР физкультурăпа спорт министрĕ В.Петров тухса калаçнă. Вăл каланă тăрăх, çакăн пек ăмăртусем чи пултаруллисене, чи хастаррисене тупса палăртаççĕ, çав вăхăтрах çемьесенчи хутшăнусене çирĕплетме, вăхăта усăллă ирттерме пулăшаççĕ. Ачасем те хăйсен ашшĕ-амăшĕсен активлăхне кура сывă пурнăç еннелле туртăнма пуçлаççĕ.
Фестиваль программипе килĕшÿллĕн çемьесем çăмăл атлетика эстафети, комбинациллĕ эстафета, дартс енĕпе тупăшнă тата ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Спорт мероприятине пирĕн районтан Вăрмар поселокĕнчи Пудриковсен тата Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Борисовсен çемйисем хутшăннă.
10-12 çулсенчи арçын ачаллă çемьесем хушшинче комбинациллĕ эстафетăра Пудриковсен çемйи 1-мĕш вырăна тухнă. 10-12 çулсенчи хĕрачаллă çемьесем хушшинче çăмăл атлетика эстафетинче Борисовсен çемйи 1-мĕш пулнă, комбинациллĕ эстафетăра тата ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Пĕтĕмĕшле вара Борисовсем 10-12 çулсенчи хĕрачаллă çемьесем хушшинче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
И.ДАНИЛОВА